Шупашкарта пурӑнакан Андрей Молоков скульптор хӑйӗн ӗҫӗсемпе вӗҫӗмех тӗлӗнтерсе тӑнине эпир маларах та пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫинчи ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк нумаях пулмасть ҫӗнӗрен ҫӗкленчӗ. Чӑваш эпосӗнчи ҫав сӑнар пӗлтӗр пӗчченех тӑнӑ пулсан кӑҫал скульптор ӑна каччипе Асанпа тата Пинеслуна (Уйӑх ҫине лекнӗ пикене ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшӗпе пуянлатма шутланине пӗлтернӗччӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ та халӗ самай пысӑк — 6 метра яхӑн. Ку кӳлепене Андрей Молоков улӑмран тунӑччӗ.
Халӗ тата вӑл Шӑмӑршӑри «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче экомамӑкран «Вӑрман амӑшӗ» хӑпартса лартнӑ. Алли ҫинче вӑл кайӑк тытса тӑрать, ури патӗнче кашкӑр вырӑн тупнӑ.
Виҫӗ метрлӑ палӑка скульптор икӗ уйӑха яхӑн ӑсталанӑ, 100-е яхӑн килограмм экомамӑк пӗтернӗ.