Федерацин наркотӗрӗслев службин республикӑри управленине чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Евгений Барсуков генерал-майора «Управление автомобильных дорог Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин автомобиль ҫулӗсен управленийӗ) хысна предприятине ертсе пыма шаннӑ. Ку должноҫре Евгений Николаевич хальлӗхе пуҫлӑх тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Евгений Барсуков Чӑваш Ен Правительствине куҫас хыпар тӗнче тетелӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен пӗринче кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчех сиксе тухрӗ-ха. Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсем, миграци служби РФ Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмне куҫнӑ хыҫҫӑн Евгений Барсукова республика шайӗнче пысӑк должноҫсене виҫҫӗ таран сӗнни пирки те илтме тиврӗ. Анчах ку вӑл — официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтерни мар, хамӑр ҫӑлкуҫсен хыпарӗ.