Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.08.2016 14:20 | 7425 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑваш чӗлхи

Чӑваш халах сайчӗ аталанма пуҫланнӑранпа 11 ҫул та ҫитсе пырать. Хальхи вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫыракансем те сахал мар теме пулать, ҫавах та вӗсем ҫителӗксӗр. Нумай пулмасть эпир ятарлӑ ыйтӑм пуҫларӑмӑр — чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсене палӑртас терӗмӗр. Тепӗр енчен ку вӑл пирӗн 11 ҫулхи ӗҫе те кӑтартса пама тивӗҫлӗ: ҫак вӑхӑт хушшинче чӑваш чӗлхине эпир интернета сарма пултартӑмӑр е ҫук. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку тӗлӗшпе эпир кӑна мар, ыттисем те ӗҫлеҫҫӗ, ҫавах та пирӗн ку ӗҫре яваплӑх пысӑк пулнине палӑртас килетех.

Ыйтӑмсенче хальлӗхе ҫапларах сасӑланӑ:

Чӑваш халӑх сайчӗ. Кунта ӗнтӗ ытларах пайӗ чӑвашла ҫырма пултарать, ҫырать те. Пурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 15-ӗшӗ чӑвашла ҫырма чӑрмав ҫукки пирки пӗлтерчӗҫ. Тепӗр 4-ӑшӗ вара чӑвашла ҫырма сарӑм (халӑхра ӑна «шрифт ҫукки» теҫҫӗ) ҫуккине пула ҫырмасть.

«Пӗркласрисен» халӑх тетелӗнче (халӑхра — «Однокласники») пурӗ 141 ҫын хутшӑнчӗ. Кунта ытларах аслӑрах ҫулсенчи ҫынсем ларнӑран вӗсен чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавӗсем урӑхларах. 98 ҫын «шрифт ҫуккине» пула иккен чӑвашла ҫырмасть. 31 ҫын «чиперех ҫыратӑп» тесе хуравланӑ. 9 ҫынна чӑвашла ҫырма пӗлменни чӑрмантарать, 1 ҫын хӑй мӗншӗн чӑвашла ҫырманнине калама пултарайман. 2 ҫын чӑвашла ҫырас кӑмӑл ҫуккине пӗлтернӗ.

«Контактра» халӑх тетелӗнче ытларах ҫамрӑксем лараҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта ыйтӑм урӑхларах сӑлтавсене кӑтартрӗ. Пурӗ 176 ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсенчен 75-ӗшӗ чиперех чӑвашла ҫырать, вӗсемшӗн чӑрмав ҫук. Тепӗр 75 ҫын «шрифт ҫуккине» пула ҫырмасть. 14 ҫын чӑвашла ҫырма пӗлменнипе сӑлтавлать. «Чӑвашла ҫырма мана тем чарать» тесе хуравлакансем кунта 9-ӑн пулчӗҫ. Тепӗр 3 ҫын чӑвашла ҫырма кӑмӑл ҫуккине пӗлтерчӗҫ.

«Фейсбукри» ыйтӑма сахалтарах хутшӑнчӗҫ. Пурӗ 29 ҫын. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — 16 ҫын — чӑвашла чиперех ҫырать. Тепӗр 12 ҫынна «чӑвашла шрифт» ҫукки чӑрмантарать. Пӗр ҫын вара чӑвашла ҫырманнине вулакан йышне ӳстерес килнипе сӑлтавланӑ.

Пӗтӗмлетсен пурӗ 365 ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ теме пулать. Тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче пӗрисемех ларманнине шута илсен 300 ытла ҫын хутшӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ. Сасӑлава эпир ятарласа чӑвашла кӑна вырнаҫтарса — ҫапла май чӑвашла ҫырма пултаракансене палӑртас тӗллев те пулнӑччӗ. 200 яхӑн ҫынна (пурӗ 189) «чӑвашла шрифт» ҫукки чӑрмав кӳрет (процентпа шутласан — 52%). 137 ҫын чиперех чӑвашла ҫырать. Ытти хуравсен йышӗ пысӑк маррине кура вӗсене пӑхмӑпӑр.

 

Тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫырмалли мелсене эпир паллах хамӑр майсемпе кӑна сарайратпӑр. 10 ҫул хушшинче ҫавах та 100-200 ҫынна чӑвашла ҫырма майсем туса панӑ пулать. Нумай-и вӑл, е сахал-и? Паллах, сахал. Миллион ытла халӑхшӑн ытла та сахал вӑл. Анчах кунта палӑртас пулать — ҫак 100-200 ҫын чӑвашла хӑй кӑмӑлӗпе ҫырать, вӗсене никам та пусӑхласа чӑвашла сарӑм лартма хистемен. Ку енчен вӗсене халӑхӑн активлӑ пайӗ теме пулать.

Ҫавах та чӑваш чӗлхине интернетра анлӑрах сарас тесен пирӗн хастартарах ӗҫлемелле. Ку ӗҫе правительствӑна явӑҫтарсан чӑваш чӗлхипе усӑ курасси самаях ӳсӗ. Манмалла мар: чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ пулсан — вӑл пурӑнать! Чӑвашла ҫырма чаракан чи пысӑк сӑлтав — лавккара илекен компьютерта е смартфонра чӑвашла ҫырма май ҫукки. Чӑвашла сарӑм лартас тесен техникӑпа аппаланма тивет. Ахаль ҫыншӑн вӑл ҫӑмӑл та мар. Чӑваш хастарӗсем хатӗрленӗ сарӑмсене (раскладкӑсене) лартма пурте пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсене сутӑнакан компьютерсене вырнаҫтарсан аван пулмалла — Windows-а, Android-a, iOS-а тата ыттисене те. Ку ӗҫе вара операци системисене кӑларакансемпе ҫыхӑну тытса хатӗрлемелле. Правительствӑшӑн ҫак ӗҫ ман шутпа самай ҫӑмӑлрах пулмалла пек.

Ыйтӑма пӗтӗмлетнӗ май чӑвашла сарӑма (халӑхра «чӑваш шрифчӗ» текеннине) лартма пулӑшакан каҫӑсене илсе парар:

- http://comissi.chv.su/ - кунта Windows валли пур.

- http://qps.ru/1uIxq – кунта чӑвашла сарӑма смартфонсем ҫине мӗнле лартмаллине ӑнлантарса панӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #ыйтӑмсем, #халӑх тетелӗсем, #тӗнче тетелӗ, #техника

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем