Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Тӑван Ен» хаҫат халӑхран пичет машини пухать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.08.2016 09:05 | 1800 хут пӑхнӑ
Культура
"Тӑван Ен" хаҫат символикиллӗ курка тата хутаҫ
"Тӑван Ен" хаҫат символикиллӗ курка тата хутаҫ

Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫат ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 85 ҫул тултарать. Ҫак куна унтисем халех хатӗрленме тытӑннӑ.

Юбилея халалланӑ мероприятисен шутне редакци ӗлӗкхи пичет машинисене пухнине кӗртмелле. Кивӗ, сайра тӗл пулакан ҫав япалана хаҫатҫӑсем хаваспах кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ район хаҫачӗн («Ленин ҫулӗпе», «Колхозник хаҫачӗ», «Ленинец») иртнӗ ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенчи подшивкисене пухассине пӗлтереҫҫӗ. Хаҫат кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ытти япалана та унта кӑмӑлтан кӗтеҫҫӗ. Пухнӑ япаласенчен хаҫатҫӑсем музей кӗтесӗ йӗркелесшӗн.

«Хаҫат юбилейӗ умӗн» ят панӑ рубрикӑна вара хаҫатӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленисене халалланӑ. Хальлӗхе Анатолий Семенов, Андрей Михайлов тата Василий Петров ҫинчен каласа кӑтартма ӗлкӗрнӗ. Ленинград тата Мускав тӑрӑхӗнче тухса тӑракан хаҫатҫӑсен опычӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн Андрей Михайлов штатра тӑман корреспондентсен сетьне йӗркелесе янӑ. Вӑл пуҫарнӑ «Ятман Якур ятранах ятлать» рубрикӑна та аслӑрах ҫулхисем астӑваҫҫӗ пулӗ. Кайран, эп астӑвасса, вӑл рубрикӑра «ятранах» сӑмахӗ тухса ӳкнӗччӗ. Ытти редактор та хаҫат ӗҫне хӑйӗн тӳпине вӑл е ку тӗлӗшпе хывнӑ.

#Шупашкар районӗ, #МИХсем, #культура, #юбилейсем, #Тӑван ен

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем