Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш брйолерӗ» акционерсен уҫӑ обществинче кӑштахран 550 ҫын ӗҫсӗр юлма пултарать. Ҫак цифрӑна тата факта паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Унти ҫивӗч лару-тӑрӑва Элтепер ШӖМпе тата прокуратурӑпа пӗрле татса памаллине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑн та, хапрӑка панкрута кӑларма республикӑн Арбитраж судне панӑ. Ларӑва унччен куҫарчӗҫ, ҫитесси юпа уйӑхӗ 5-мӗшӗнче пулмалла. Маларахри лару вӑхӑтӗнче Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ.
Хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче пулнине кура ӑна республика сутса яма йышӑннине, анчах туянас кӑмӑллисем тупӑнманнине кура акцие сутма май килмен.