Чӑваш Енӗн Культура министерстви Шупашкарти «Хресчен ҫуртне» (вырӑсла ӑна Дом крестьянина теҫҫӗ) хаклакан акта сӳтсе явма чӗнет.
Раҫҫей пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫак объекта кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче хакланӑ, хута утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Хресчен ҫуртне Красноярскра вырнаҫнӑ Историпе культура экспертизин бюровӗ тишкернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскере 1927 ҫулта туса лартнӑ, анчах пушара пула шар курнӑран ӑна ҫӗнӗрен хӑпартма тивнӗ, ҫапла вара тепӗр ҫулхине кӑна уҫнӑ. Хресчен ҫуртне мӑнастир пулнӑ вырӑнта (ӑна ишнӗ) Октябрьти революцие 10 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫӗклесе лартнӑ. Унта хресченсене ҫӗр каҫма юлмалли вырӑн та, кино тата спектакль кӑтартмалли зал та пулнӑ, тӗрлӗ мероприяти те ирттернӗ. Хальхи вӑхӑтра ку ҫурта Вырӑс православи чиркӗвӗн ӑс-хакӑл училищи йышӑнать.
Патшалӑх актне хакланине ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Чӑваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт е culture@cap.ru электрон пуштӑпа та ӑсатма юрать. Акта хакланине авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ таран кӗтеҫҫӗ.