Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.01.2011 18:08 | 2207 хут пӑхнӑ
Музее уҫнӑ самант. С. Журавлев санӗ
Музее уҫнӑ самант. С. Журавлев санӗ

Тутарстанри Пӑва районӗнчи Элшел ял тӑрӑхӗ мӗн пур чӑваш тӗнчишӗн историлле пӗлтерӗшлӗ вырӑн шутланать. Авалхи Аслӑ Пӑлхар патшалӑхне мӑнкун-тутар уртисем аркатнӑ тапхӑртанах упранса юлнӑ чӑвашсен (Элшел таврашӗсем хӑйсене сӑвар йӑхӗнчен тесе шутлаҫҫӗ) хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗрки, юрри-кӗвви, сӑмахлӑхӗ, пурнӑҫ йӗрки 1896-1907 ҫулсенче Элшел шкулӗнче учитель пулса ӗҫленӗ Тӗрлемес чӑвашне Григорий Тимофеева питӗ тӗлӗнтернӗ. Пулас паллӑ ҫыравҫӑ-этнограф хӑй курни, илтнине, сӑнанине пуҫтарса «Тӑхӑрьял» кӗнеке ҫырса хӑварнӑ.

Ку енчи халӑх паянхи кун та йӑх-несӗл тымарне, ӑс-хакӑл пуянлӑхне чыслӑн упрама, килес ӑрӑва мӑн аслашшӗ-асламӑшӗсен кун-ҫул пурнӑҫне хаклама вӗрентсе ҫитӗнтерет. Ҫав ӗмӗт-кӑмӑлсемпех иртнӗ шӑматкун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, Элшелте Тӑхӑрьял музейӗ уҫӑлчӗ.

 

С.Журавлев сӑнӳкерчӗкӗсем

#Тутарстан, #Тӑхӑрьял, #музейсем, #Пӑва районӗ, #Элшел

 

Комментари:

Тимерсень // 2791.84.3465
2011.01.26 18:42
Элшелсем Маттурсем! Пирĕн енчĕ вара тăмлă пуçĕсене тăратса вырăсла калаçса çÿрĕççе. Кама улталаççĕ-ши? Пĕр чăваш палли-те çук. Кĕмĕлле çăлкуç çумне часовни туса лартрĕç, элĕкрех чăваш юпи пулнă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем