Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫывӑх вӑхӑтра хӑш-пӗр улшӑну пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӑна Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта республикӑн вице-премьерӗ — строительство министрӗ Олег Марков ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ, министр пуканне вӑл Строительсен кунӗ иртсе кайсан (ӑна ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче уявлаҫҫӗ) пушатмалла тенӗччӗ.
Олег Маркова ӗҫрен паян хӑтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев 125-мӗш номерлӗ Хушу кӑларнӑ. Унта асӑнса хӑварнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ хута Олег Марков урӑх вырӑна куҫнӑран кӑларнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӑҫта каяссине официаллӑ ҫӑлкуҫсем хальлӗхе пӗлтермен.