Шел те, 6-мӗш класс арҫын ачи урапа айне лексен чӗрӗ юлайман. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра Шупашкарпа Хыркасси ялӗ хушшинче, «Ҫӗктер» чарӑнура, авари пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Kia Rio урапа арҫын ачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул-йӗр правилине пӑсман, «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ.
Аварире арҫын ача вӑйлӑ суранланнӑ, вӑл сывлама чарӑннӑ. Ҫӗктере ҫити вӑл маршруткӑпа ҫитнӗ, чарӑнура аннӑ. Ҫул леш енче ӑна ашшӗ урапапа кӗтсе тӑнӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 29 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӳсер пулман вӑл, правана 8 ҫул каялла илнӗ.
Сӑмах май, ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче те ачана ҫапса хӑварнӑ. 10 ҫулти хӗрача та ҫул-йӗр правилине пӑсмасӑр ҫул урлӑ каҫнӑ. Аварире вӑл урине хуҫнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.