Тӑвай районӗнчи 1-мӗш мировой суд участокӗ пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма апат ӑшӑтса паманшӑн хӗненӗ арҫын ӗҫне пӑхса тухнӑ.
Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти вайпиттине РФ Пуҫиле кодексӗн 116-мӗш статйипе айӑпланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑл кун ирпе арҫын хӑйӗн пӗр тӑванӗ патӗнче эрех ӗҫнӗ. Киле таврӑнсан хайхи пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма апат ӑшӑтса пама ыйтнӑ. Лешӗ кутӑнлашнине кура пуҫӗнчен чышкӑпа шӑлса панӑ. Хӗрарӑм тарма тӑни те пулӑшман — килхушшинче хӑваласа ҫитнӗ те тапса пӗтернӗ.
Судра арҫын текех алӑ ҫӗклемессине шантарнӑ-ха. Ҫапах та тӳре те, хӗрарӑм та алли ҫӳлте этеме каҫарман. Чунтан ӳкӗннине кура ун тӗлӗшпе суд 120 сехет ӗҫлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.