Ултавҫӑсем ҫынсене шахвӑртмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Халӗ вӗсем ватӑ ҫынсем патне килеҫҫӗ те хӑйсемпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Любовь Степанова ултавҫӑсене хӑйӗн икӗ пенсине куҫарса панӑ. Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ун патне шӑнкӑравланӑ та Пенси фончӗн 2012 тата 2014 ҫулсемшӗн компенсаци тӳлемелли пирки каланӑ. Пӗтӗмпе — 18 пин те 670 тенкӗ.
Палламан ҫын банк карттин реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Унтан Любовь Анатольевнӑн телефонӗ ҫине код ҫырнӑ СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Ҫав палламан ҫын каллех шӑнкӑравланӑ та кодсене пӗлтерме каланӑ. Кинемей йӑлтах пӗлтернӗ. Кӑштахран карточка ҫинче пӗр пус та тӑрса юлман.
Халӗ ку ӗҫе полици тӗпчет. Кунашкал ултав пӗрре кӑна пулман. Пенси фончӗ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: унти специалистсем телефонпа нихӑҫан та шӑнкӑравламаҫҫӗ, кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ.