Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Н. Сверчкова халалласа конференци ирттереҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.02.2011 18:17 | 1979 хут пӑхнӑ
Никита Сверчков. Азарий Соловьев ӗҫӗ
Никита Сверчков. Азарий Соловьев ӗҫӗ

Нарӑсан 22-мӗшӗнче (пуҫламӑшӗ 10 сехетре) Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче республика шайӗнчи «Ӳнер йӑли тата музей» ятлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттереҫҫӗ. Ӑна Никита Кульмич Сверчков (1891-1985) ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа хатӗрленӗ. Ун умӗн, нарӑсӑн 11-мӗшӗнче музейра ӳнерҫӗн пысӑк куравне уҫӗҫ.

Конференцире ҫак темӑсене сӳтсе явӗҫ:

◊ Чӑваш Ен сӑрӑ ӳнерӗн йӑли тата аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем.

◊ Н.К. Сверчковӑн хальхи чӑваш культуринчи пултарулӑхпа педагогика пӗлтерӗшӗ.

◊ Художник пултарулӑхӗнчи наци культури.

◊ ЧПӲМ тата республикӑри ытти музейсенчи Н.К. Сверчковӑн ӗҫӗсем.

◊ ЧПӲМ пуххинчи Н.К. Сверчковӑн иконографийӗ.

Конференцие хутшӑнма музей тата архив ӗҫченӗсене, ӳнер тӗпчевҫисене, ӳнерҫӗсене, литературӑпа кӑсӑкланакансене, студенсене, вӗрентевҫӗсене тата ӳнере кӑмӑллакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ.

Конференци хыҫҫӑн музей статьясен пуххине кӑларма шутлать.

Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗсем: 63-63-04 (директор приемнӑйӗ), 62-42-75 (Татьяна Владиславовна Краснова, диреторӑн аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ)

 

Сверчков Никита Кузьмич — чӑваш ӳнерне никӗслекенсенчен пӗри шутланать, унӑн вӗрентекенӗсем шутӗнче Н.И. Фешин тата Д.Н. Кардовский пулнӑ. Никита Кузьмич историллӗ, портретлӑ тата тавралӑх живописӗнче хӑйне ӑста кӑтартнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче преподаватель те, директор та пулнӑ. Ӳнер музейӗнче унӑн ӗҫӗсемпе туллин паллашма пулать.

#ӳнер, #музейсем, #конференцисем, #Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем