Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Водитель ҫынсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.10.2016 17:52 | 6005 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Ҫул-йӗр

Авӑн уйӑхӗн 21-30-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Автобус» декада иртет. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем ҫынсене илсе ҫӳрекен автобуссене чарса тӗрӗслеҫҫӗ. Ку – питӗ лайӑх шухӑш. Мӗншӗн тесен ҫулпа шӑхӑрса пыракан водитель сахал мар халӗ. Халӑха илсе ҫӳремелли йӗркене пӑснӑ тӗслӗх те пайтах.

Инспекторсем водительсене тӗрӗсленине 21+ телекуравпа пӑхма май килчӗ. Сюжета сӑнанӑ май ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Ара, хам та кашни эрнерех яла каятӑп, пӗрмай ҫул ҫинче. Автобуса е маршруткӑна ларнӑ чухне водителе, организацие шанатӑн-ҫке-ха.

Инспекторсем икӗ маршруткӑна чарчӗҫ. Вӗсенчен иккӗшне те асӑрхаттару пачӗҫ. Пӗри, Ҫӗрпӳрен Шупашкара килекенскер, урапана газпа ӗҫлеттермелле тунӑ. Полицейскисем ку ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине каларӗҫ. Урапана улшӑнусем кӗртни инкекпе вӗҫленме пултарать. Инспекторсем ҫынсене ку маршруткӑран кӑларса теприне, хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине, лартрӗҫ. Ҫынсем Шупашкара чипер-йӗркеллех ҫитнӗ.

Тепӗр маршруткӑна чарсан вара вӑл пачах саккуна пӑсни палӑрчӗ. Хайхи водителӗн ҫынсене «Ҫӗрпӳ-Шупашкар» маршрутпа илсе ҫӳреме ирӗк ҫук-мӗн. Салонри пӗр хӗрарӑм кӑмӑлсӑрланма пуҫларӗ – ӗҫе васкать вӑл имӗш. Уншӑн мӗнле маршруткӑпа ҫӳрени пур-пӗрех – Шупашкара часрах ҫитсе пултӑр. Унашкал водительсем вокзал ҫывӑхӗнче темӗн чухлех. Иртен-ҫӳрене йӳнӗрех хакпа ҫула тухма сӗнеҫҫӗ. Анчах вӗсем яваплӑха туймаҫҫӗ, ҫул ҫинче пуля пек вирхӗнеҫҫӗ. Ара, вӗсен каялла килсе урӑх ҫынсене турттармалла вӗт, укҫа «ҫапмалла».

Пӗррехинче, пӗлтӗр, ҫула автовокзалтах билет туянса ҫула тухрӑм. Анчах 50 ҫухрӑм кайиччен сехре хӑпрӗ. «Водитель наркоман мар-ши? Вӑл тӗрӗслев витӗр тухнӑ-ши?» — ҫакӑн пек шухӑшсем канӑҫ памарӗҫ. Водитель мӗнле хӑвӑртлӑхпа пычӗ-ши? Пӗлместӗп. Анчах хирӗҫ килекен транспорт умне ним мар тухать, тепӗр урапана хӑваласа иртет. Хирӗҫ килекен урапасенчен пӗри те пулин пирӗн ҫине кӗрсе каятех пуль терӗм… Телее, хамӑн ял тӗлне йӗркеллех ҫитрӗм. Ун пирки вокзал ертӳлӗхне калас патнех ҫитрӗм. Хӑйсен водителӗсем мӗнле хӑвӑртлӑхпа ҫӳренине тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-ши вӗсем? Халӗ ГЛОНАСС текен тытӑм та пур вӗт.

Апла-и, капла-и – салона ҫынсене лартсан водителӗн асӑрхануллӑрах пулмалла. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн ҫеҫ мар, ыттисеннишӗн те яваплӑ-ҫке-ха.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#транспорт, #автобуссем, #тӗрӗслевсем, #ҫул-йӗр, #Ҫӗрпӳ, #Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем