Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑхри организацисенчен пӗринче маҫтӑрта ӗҫлекен ҫынна хӑйне пӑхӑнакана хӑрах куҫсӑр тунӑшӑн 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
36 ҫулти арҫын ятарласа сӑтӑр кӳмен-ха. Должноҫра лараканскер хӑйне пӑхӑнакан рабочие ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттарманшӑн ята кӗнӗ.
Инкекӗ ака уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ. Тимӗр пӑралука чӗркекен рабочи куҫлӑх тӑхӑнмасӑрах ӗҫе кӳлӗннӗ. Тимӗр сылтӑм куҫне лексе суккӑрлатнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле процессуаллӑ саккуна улшӑнусем кӗртнине кура маҫтӑра пуҫиле майпа айӑпламан, 15 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахнӑ. Кунта, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, явапли чунтан куляннине, унччен пуҫиле майпа айӑпланманнине, суранланӑ ҫынна укҫа-тенкӗпе пулӑшнине тата ытти хӑш-пӗр фактора шута илнӗ.