Екатерина Таратина шкулти вӗрентекен тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр. Вӑл «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, педагог унӑн хӗрне, 5-мӗш класра вӗренекенскере, уроксем хыҫҫӑн швабрӑпа хӗнессипе хӑратнӑ, тантӑшӗсен умӗнче ҫӳҫрен туртнӑ.
Амӑшӗ кун пирки прокуратурӑна ыйту ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ вара ку пулӑма хирӗҫлет, вӗрентекен чысне хӳтӗлесшӗн.
Вӗрентекен хӗрачан телефонне те туртса илнӗ, пӳлӗмре питӗрсе лартнӑ-мӗн. Унтан класра пуҫтарма хушнӑ. Лиза уроксем хыҫҫӑн макӑра-макӑра амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ.
Шкул ертӳлӗхӗ ҫав вӗрентекен пирки лайӑххине ҫеҫ калать. Педагог Лизӑна ҫав кун иртерех киле янӑшӑн ӳкӗнет. Вӑл пуҫ ыратать тенӗ-мӗн. Педагог каланӑ тӑрӑх, Лиза ҫав кун тарӑхса ҫӳренӗ. Ҫитменнине, вӑл ун чухне урока 15 минут кая юлса ҫитнӗ.