Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: Чӑваш наци музейӗ 90 ҫул тултарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.02.2011 12:01 | 1789 хут пӑхнӑ
Чӑваш наци музейӗн ҫурчӗ
Чӑваш наци музейӗн ҫурчӗ

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ хӑйӗн 90 ҫулне паллӑ тӑвать. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче музей уҫӑ алӑксен кунне ирттерӗ — хӑнасем экспонатсемпе, куравсемпе тӳлевсӗр паллашма пултарӗҫ.

Нарӑсӑн 12-мӗшӗнчех 90 ҫул тултарнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртӗ — унта ӑсчахсене, ҫыравҫӑсене, таврапӗлӳҫӗсене, музей ӗҫӗпе кӑсӑкланакансене пурне те йыхравлаҫҫӗ.

Уяв кунӗ «Чӑваш наци музейӗ 90 ҫулта» ятлӑ курав уҫнипе пуҫланӗ. Куракансем кунта музейӗн кун-ҫулӗпе туллин паллашма пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех ЧНМ ҫӗнӗ сайчӗн хӑтлавӗ те ҫакӑнтах иртӗ.

Музее йӗркеленӗ кун хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейне чӑвашра тепӗр ҫын — таврапӗлӳҫӗ, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Никифор Наумов паллӑ тӑвать. Ҫакна шута илсе музейӗн савӑнӑҫлӑ уявӗ шутне тин ҫеҫ тухнӑ «Халӑх ҫӳпҫинчен: этнографи ӑнлавӗсен пуххи» кӗнекен хӑтлавне те кӗртнӗ.

Мероприяти «Чӑваш халӑхӗпе Чӑваш Енӗн IX-XX ӗмерсенчи историйӗ» курав тӑрӑх театрласа хатӗрленӗ экскурсипе вӗҫленӗ. Кунта куракан тӗрӗк хӗрӗпе те, хастар пӑлхарпа та, иртнӗ ӗмӗрсенчи ытти сӑнарсемпе паллашма пултарӗ. Сӑмах май, ку экскурсине кайран ҫулталӑк хушшинче ятарласа саккас парса та курма пулӗ.

Музей адресӗ: Шупашкар, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2 ҫ. Ыйтса пӗлмелли инҫесассем: 62-01-78, 62-41-24, 21-20-61.

 

Музее шӑп та лӑп 1921 ҫулта уҫнӑ. Унта хальхи вӑхӑтра 180 пин ытла тӗрлӗ экспонат упранать.

#музейсем, #юбилейсем, #Чӑваш наци музейӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем