Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ирина Калентьевӑн кӳренме сӑлтав ҫук

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 12.10.2016 14:21 | 1986 хут пӑхнӑ
Спорт
Ирина Калентьева
Ирина Калентьева

Рио-де-Жанейрора иртнӗ Олимп ваййине хутшӑннӑ чӑваш спортсменкине Ирина Калентьевӑна тата унӑн тренерне республика хыснинчен укҫа уйӑрса хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва паян Чӑваш Ен Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Аса илтеретпӗр, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ спортсменка финиша 17-мӗш ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Ирина Калентьева юлашки вӑхӑтра Мӑкшӑ Республикин чысне хӳтӗлесе пурӑнчӗ. Асӑннӑ республикӑри Олимп резервӗн шкулӗнче вӗренекен велочупуҫӑсемпе тӗл пулнӑ чух Ирина Калентьева тӑван тӑрӑхне кӳренсе калаҫнӑ. Тӗнче кубокне пилӗк хутчен ҫӗнсе илнӗ, тӗнче чемпионатӗнче икӗ хутчен мала тухнӑ, 2008 ҫулхи Олимп ваййинче бронза медале тивӗҫнӗ спортсмен Чӑваш Еншӗн 20 ҫул ытла ӑмӑртӑва хутшӑннине аса илнӗ май: «Официаллӑ ҫынсенчен мана пӗр ҫын та Риори Олимпиада умӗн ӑнӑҫу сунмарӗ», — тенӗччӗ.

Маларах асӑннӑ хушура Олимпиадӑна хутшӑннӑ Ирина Калентьевана 50 пин тенкӗ, унӑн тренерне Алексей Семенова 25 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне спортсменка кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшнчен тытӑнса ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен уйӑхсерен 8-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗ.

Сӑмах май каласан, Ирина Калентьева пирки хушура В. Ярды ячӗллӗ олимп резервӗн спорт шкулӗн спортсменки тесе каланӑ.

#Нӑрваш Шӑхаль, #спорт, #ӑмӑртусем, #тӳре-шара, #маунтинбайк, #Рио-де-Жанейро, #Элтепер, #укҫа-тенкӗ, #Патӑрьел районӗ, #Мӑкшӑ Республики

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем