Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Сусӑра пӑхакан хӗрарӑма хваттертен кӑларса ярасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 12.10.2016 22:03 | 1271 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарта шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Пепке кӗтекен, икӗ ача амӑшне (вӗсенчен пӗри сусӑр) хваттертен урама кӑларса ярасшӑн. Людмила Соломонова пурӑнакан хваттере Шупашкарти ҫар чаҫӗ туртса илесшӗн-мӗн.

Руфина ҫул урлӑ каҫнӑ чухне машина айне лекнӗ. Амӑшӗ хӗрне виҫӗ ҫул ӗнтӗ зонд урлӑ ҫитерет. Ача ҫапса хӑварнӑ арҫын ирӗке амнистипе тухнӑ. Халӗ вӑл ҫемьене 500 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӳлет.

Людмила сахал тупӑшлӑ ҫемьесен йышне кӗрсе пурӑнмалли кӗтесе тивӗҫнӗ. Суд урлӑ. Администраци уйӑрса панӑ хваттер лайӑх лару-тӑрура пулман. Амӑшӗ юсав ӗҫӗсем тума тытӑннӑ. Халӗ хваттер питӗ илемлӗ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче ӑна суда чӗннӗ. Хваттер унӑн мар, ҫар чаҫӗн иккен. Ҫемьене хваттертен кайма ыйтнӑ.

2007 ҫулта ҫар ҫыннин ҫемйине кӑларса янӑ. Лешӗ ӑна приватизацилеме тӑнӑ-мӗн. Приставсем ку ӗҫе 7 ҫул тӑснӑ. 2014 ҫулта тинех хваттер пушаннӑ. Анчах ҫар чаҫне ӑна тавӑрса паман. Чиновниксем унта Соломоновсене пурӑнма янӑ. Ку лару-тӑру пирки ҫар ҫыннисем халӗ тин пӗлнӗ, хваттере пушатма ыйтнӑ.

Хула администрацийӗ ҫар чаҫӗ кая юлнине ҫирӗплетет. Хваттер тахҫанах хула хыснине куҫнӑ. Суд ҫапла йышӑннӑ. Администраци ҫемьене хӳтелесшӗн.

#ачасем, #ҫемьесем, #сусӑрсем, #Ҫӗнӗ Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13965
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем