Чӑваш Енре пӗр талӑкра темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 18 ҫулти ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ку юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Муркаш районӗнчи Шурча ялӗнче ҫулла пурӑнмалли икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Иккӗмӗш хут йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Пӗрремӗш хутра вара, тӗпелте, газ баллонӗ сирпӗнсе кайнӑ. Ҫавна май иккӗмӗш хут урайӗ йӑтӑнса аннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн 18 ҫулти каччӑн виллине тупнӑ.
Ҫав кунах Улатӑрта ҫурт ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем унтан 50 ҫулти кил хуҫине илсе тухнӑ. Ун чухне вӑл сывланӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен чӗри тапма пӑрахнӑ. Кайран 25 ҫулти кӳршин виллине тупнӑ. Вӑл ун патне кӑнтӑрлах хӑнана пынӑ-мӗн.
Икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе те следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Экспертсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар пируса пула тухнӑ.