Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ...» (УҪӐ ҪЫРУ)

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 14.10.2016 12:00 | 7430 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.

 

Тӑван чӗлхемӗр кӑвайт ҫинчи хӗртнӗ хурҫӑ пек тӗлкӗшсе тӑрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ӑнланмасӑр, лайӑх шалуллӑ вырӑнти хӑшпӗр чӗлхеҫӗсемпе аслӑ тӳресем тӑван чӗлхене пӑтратма пӑрахаймаҫҫӗ. Хӑватлӑ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем тӑван сӑмаха упрассишӗн ҫине тӑма пуҫларӗҫ. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче, Чӑваш халӑх сайтӗнче, «Идель.Реалии» сайтра ҫивӗч статьясем тухрӗҫ. Тӑван чӗлхене хӳтӗлесе ҫынсем судсене ҫитрӗҫ. Ыйтӑва Патшалӑх Канашӗн шайӗнче ятарласа сӳтсе явнӑ пулин те, Чӗлхе комиссийӗ каллех унталла-кунталла турткаланнипе шкул ӗҫне пӑтратса тӑрать. Татах капла хӑтлансан чӗлхемӗре тепӗр ӑру ӗмӗрӗнче сӳнтерсе лартатпӑр.

 

Пирӗн пӗрремӗш сӑмахачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫасси ҫинчен. Тӑван чӗлхене, халӑх йӑлисене сӗвӗрӗлтерсе ярсан наци малашӗ хупланать. Кам чӑваш чунне ҫухатнӑ, эпир вӗсене ӳкӗтлесе пуҫ ҫапмастпӑр. Петӗр Хусанкай унашкал каҫрашкасенчен йӗрӗнсе иртме хушнӑ «Кам хӑй чӑвашшинчен намӑсланса чӑваш ятне ҫӗртнӗ - ҫавсене эпир кутран тапса ывӑтатпӑр»,- тенӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫӗр ҫул ӗлӗкех.

Чӑваш чӗлхине юратса упракан кил-ҫурт хуҫисене калатпӑр: кӳршӗ-арша, ял-йыша тӑван тымара упрама пулӑшӑр. Ку - халӑх ӗҫӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Тӑван Ҫӗршыва хаяр тӑшманран хӳтӗленӗ чухнехи пекех сӑваплӑ ӗҫ. Ҫак хӳтӗлевре «мана мӗне кирлӗ» тесе тӑракан ҫын сутӑнчӑкпа пӗрех. Кам тӑван йӑх чысне хисеплеме пӑрахман, кам халӑх шӑпи ҫинчен шухӑшлама пултарать, ҫавсене калатпӑр: паянтан пурсӑмӑр та килте те, урамра та вырӑсла, тутарла, акӑлчанла, китайла лайӑх пӗлекен ача-пӑчапа ҫине тӑрсах тӑван чӗлхепе калаҫӑпӑр, вӗсемпе хӗлле те, ҫулла та пӗрлехи вӑйӑсем, ӗҫсем, юрӑ-ташӑ ӗлӗкхи пекех ирттерме пӑрахмӑпӑр. Хамӑрӑн ята упракан, халӑх эткерне аталантарма пултаракан ӑру пӑхса ӳстересси - пирӗн, ашшӗ-амӑшӗсен, хамӑр ачасемпе халӑх умӗнчи пӑрӑнми таса тивӗҫӗмӗр.

 

Пирӗн иккӗмӗш сӑмахача пахчипе шкулта чӑвашла вӗрентесси ҫинчен. Саккунсем, вӗрентӳ планӗсемпе программӑсем чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне ытти чӗлхесемпе тан вӗрентме май туса панӑ. Анчах хамӑр айванлӑха пула ҫав ирӗкпе усӑ кураймастпӑр.. Хуласемпе поселоксенче, ял урамӗсенче ятсене чӑвашла-вырӑсла тирпейлӗ ҫырнӑ паллӑсемпе палӑксем, вырӑсла калаҫакан ачасем чӑваш чӗлхине хавасланса вӗреннӗ тӗслӗхсем нумай, ҫав хушӑрах таса чӑваш ялӗсенчи хӑшпӗр шкулта чӑваш сӑмахӗ курӑнмасть те, илтӗнмест те. Республикӑри темиҫе шкул чӑвашлӑха хирӗҫле юхӑм тума пуҫлани курӑнать.

Хӑшпӗр шкул директорӗсем ашшӗ-амӑшӗ ҫине, укҫа-тенкӗпе сехет сахалли ҫине йӑвантарса е хӑйсен мӑнтӑр кӑмӑлне кура чӑваш чӗлхине таптанипе эпир килӗшсе тӑма пултараймастпӑр. Хытарсах калатпӑр: чӑваш халӑхӗ тӑван чӗлхене юратма пӑрахман, малашне те ӑна упрама пӑрахмӗ!

Республикӑри тата вырӑнти ертӳлӗхсенчен, Вӗрентӳ шаралӑхӗнчен хытарсах ҫапла ыйтатпӑр:

- ӗҫе чи ҫӑмӑл пулӑмран – кӑтартмӑшсене (вывескӑсене) йӗркене кӗртессинчен пуҫласа, вӗсене кӑҫалах пур шкулта та Чӗлхесен саккунӗ хушнӑ пек тата тирпейлӗ туса ҫитермелле;

- ҫак вӗренӳ ҫулӗнче республикӑри мӗнпур шкулта тата ача пахчинче чӑвашла вӗрентӗве саккун хушакан шая ҫити хӑпартмалла, укҫа-тенкӗне ячӗшӗн тӑккаланипе ҫырлахма ҫук. Шкул директорӗсен ӑнланас пулать: русификаци теорийӗ чи хаяр ӗмӗрсенче те пурнӑҫа кӗреймен, халӗ ӑна витерме хӑтланни халӑхсене хирӗҫтерни кӑна пулать.

- Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин Вӗрентӳ шаралӑхӗсем умне тӑратнӑ пирӗн ыйтусемпе сӗнӳсем ҫӗнӗ мар: пултаруллӑ чӑваш ачисен гуманитари лицейне чӗртесси; чӑваш вӗрентӗвӗн ӑсталӑх лабораторине уҫасси; чӑвашла пӗлӳ тӗрӗслевне йӗркелесси; чӑваш культурин вӗренӗвне тавӑрасси, чӑваш ӑспурлӑхне кӑтартакан энциклопедисем, пӗлкӗчсем, кӑтартупа меслет хатӗрӗсем кӑларасси – пӑрӑнмасӑр тумалли ӗҫсем.

Халӑх сӑмахне тӳресем илтмӗше переҫҫӗ е алай-алай тесе шӑлса хӑвараҫҫӗ. Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин шаралӑхӗ пирӗн ыйтусене мӗнле тивӗҫтернине Аксакалсен тӗп канашӗнче Наци Конгресӗпе тата Халӑх академийӗпе пӗрле вӗренӳ ҫулӗ вӗҫӗнче ятарлӑ пӑхса тухма, саккунсене пӑсакан тӳре-шарана Халӑх Хуралӗн Намӑс хӑмийӗ ҫине кӑларма палӑртатпӑр.

 

Ҫырӑва Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ 2016- ҫулхи юпан 13-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвкомӗпе, Чӑваш халӑх академийӗпе, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗпе килӗштерсе йышӑннӑ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#ЧНК, #шкулсем, #вӗренӳ, #ача пахчисем, #тӳре-шара, #чӑваш чӗлхи, #ҫырусем, #ваттисем, #ваттисен канашӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем