Чӑваш Енре ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартса хӑвармалли ҫӗнӗ мел шухӑшласа кӑларнӑ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лавккара сутуҫӑра ӗҫлекен 20 ҫулти хӗр полицие ҫитнӗ.
Хайхискер ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Ҫак кунсенче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, укҫа куҫармалли терминал хуҫи-мӗн вӑл. Арҫын сутуҫа аппарата программӑлама ыйтнӑ.
Ун валли арҫын 1000 тенкӗлӗххине — 2, 500 тенкӗлӗххине — 2, 100 тата 50 тенкӗлӗххине икшер хатӗрлеме ыйтнӑ. Сутуҫӑ ӑна шанса кассӑран укҫа илнӗ. Арҫын укҫана тавӑрма шантарнӑ. Хӗр «кӗмӗле» лешӗ каланӑ номер ҫине куҫарса панӑ.
Унтан арҫын каллех тепӗр «операци» тума ыйтнӑ. Ҫапла пике ултавҫа 10 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Арҫын кайран шӑнкӑравлама шантарнӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ — вӑл ҫухалнӑ. Телефонне сӳнтерсе хунӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫав арҫын кам пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.