Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Романов судьяна пуҫтахланнӑшӑн ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 17.10.2016 21:13 | 1642 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Квалификациллӗ судьясен коллегийӗн ларӑвӗнчи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судйине Вячеслав Романова ӗҫрен кӑларнӑ. Лару юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ. Приказа хальлӗхе пичетлемен, анчах сайтра Романова дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарассине пӗлтернӗ.

Аса илтерер: Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан тытнӑ та сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ.

Романов хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл урӑ пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм вара ӑна иртсе кайма кансӗрленӗ. Судья ҫапла ӑнлантарнӑ: вӑл ӑна ҫул ҫинчен айккине пӑрӑнма ыйтнӑ, аллинчен ҫавӑтнӑ. Лешӗ вара турткалашнипе аллине хуҫнӑ. Унтан ывӑлӗ машинин кантӑкне ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Вӗсем тахҫантанпах хирӗҫӳре-мӗн. Судья тата ҫак хӗрарӑмӑн иккӗмӗш ывӑлӗ, депутат пуканне йышӑнаканскер, хирӗҫсе кайнӑ-мӗн.

Сӑмах май, ку Романовӑн пӗрремӗш «ҫапӑҫӑвӗ» мар. 2010 ҫулта унӑн машинине пӳлнӗ. Ҫапла майпа вӑл таксистсемпе ҫапӑҫса кайнӑ. Ун чухне вӑл ҫапла тӳрре тухнӑ: руль умӗнче вӑл пулман, машини кӗрсе ларма тытӑннӑ, водительсем ӑна кӗрт ҫине ним ҫук ҫӗртен тӗксе янӑ имӗш. Ун чухне Романов асӑрхаттарнипе ҫеҫ хӑтӑлнӑ.

#Вӑрмар районӗ, #тӳресем, #Шупашкар, #Ленин районӗ, #судсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем