Канаш районӗнче кӗҫех нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемье ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫӗ. Районта икӗ ҫулта 7 ҫӗмье ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкинче савӑннӑ ӗнтӗ.
Нумай ачаллӑ Татьяна Николаева ҫӗнӗ ҫурта пӑхса ҫаврӑннӑ. Ку ҫурта ҫу уйӑхӗнчех хӑпартма тытӑннӑ. Пӳртре йӑлтах пур: канализаци, газ, шыв. Ҫӑл та картишрех.
Ҫурта юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑшӑтма тытӑнӗҫ. Ун чухне Николаевсем ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки тума пултарӗҫ. Хальлӗхе ҫемье хунямӑшӗ патӗнче пурӑнать.
Ҫемьере тӑхӑр ҫын: упӑшкипе иккӗшӗн пилӗк ача, хунямӑшӗн тата мӑнук пур. Пысӑках мар ҫуртра, паллах, хӗсӗкрех.
Ҫурт ҫумӗнче пахча та пур. Ҫурта ял хӗрринче мар, варринче хӑпартни те савӑнтарать ҫемьене. Унччен унта ватӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл вилсен вырӑнти влаҫ ун вырӑнӗнче ҫӗннине хӑпартнӑ. Вӑрӑмпуҫ ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьене пӗрремӗш хут ҫурт туса панӑ тӗслӗх ку.