Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ӗҫрен кайнине, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Владимир Прохорович, сӑмах май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ӗҫлет.
Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Етӗрне район администрацине ертсе пымалли ҫынна палӑртакан комисси йӗркеленӗ. Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗ.
Комисси суйланӑ ҫынна районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ. Конкурс хӑҫан иртессине хальлӗхе пӗлтермен.