Шупашкарти 43-мӗш шкулта харӑсах темиҫе ача наркӑмӑшланнӑ.
— Ҫиччӗмӗш тата пӗрремӗш классенче вӗренекенсенчен паян чылайӑшӗ шкула килмен. Пӗтӗмпе 50-а яхӑн ача. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑйра апатланнӑ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ, — пӗлтернӗ «PRO Город» портала ача амӑшӗсенчен пӗри.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче шкулти пӑтӑрмаха эпидемиологсем, ачасен сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленине пӗлтернӗ. Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ те ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни, учреждение юсамашкӑн хупни, ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тухтӑрсенчен ун чух 58 ачапа 27 ҫын пулӑшу ыйтнӑччӗ.