Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курчӗ.
Пӑтрашуллӑ историрен ҫакӑ палӑрчӗ. Хӗрарӑм икӗ уйӑхри тӗпренчӗкне няньӑна парса хӑварнӑ. Пӑхнишӗн вӑл укҫа тӳлесе тӑнӑ, анчах ачипе кӑсӑкланман. Чирлесен те пӗчӗкскерпе пульницӑна няня выртнӑ. Зинаида Киргизован пӗлӗшӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, Надя (ньянӑна вӑл хӑйӗнпе малтанласа Регина тесе паллаштарнӑ. — Авт.) ӳтне сутса пурӑнать. Халӗ унӑн тепӗр ача, хӗр, ӳсет.
Кӑларӑма Надьӑн шӑллӗ, йӑмӑкӗ тата амӑшӗ килнӗ. Вӗсен ялти пӳртне те кӑтартрӗҫ: пӗчӗк, кивӗ йывӑҫ пӳрт, хуралтисем те кивӗ. Анчах сысна та мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытаҫҫӗ. Надя вӗсене ачана ашшӗпе тата асламӑшӗпе усрани пирки каланӑ пулать.
Ярослав шӑпине, вӑл кампа пурӑнассине суд татса парӗ.