Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Сувар» фонд Пушкӑртра пулчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.02.2011 16:20 | 2767 хут пӑхнӑ
Василий Васильевич Николаев
Василий Васильевич Николаев

Нумаях пулмасть «Сувар» фонд Пушкӑрт республикинчи Чӑваш Карамал ялӗнче пулса иртнӗ Николаевӑн вулавне хутшӑнчӗ. Вулава чӑваш тӗнчин паллӑ ҫыннине Василий Васильевич Николаева (1939-2007) халалланӑ. Вӑл ҫав ялта ҫуралса ӳснӗ. РАЕН академикӗ, Чӑваш Республикин патшалӗх премине икӗ хутчен тивӗҫнӗскер, Ӑремпур газпром гендиректорӗ пулса ӗҫленӗ. Василий Васильевич тӑван халӑхӑн пуян историне нумай тӗпченӗ, тӗпчевҫӗсене пухса вӗсемпе пӗрле чаплӑ та пуян кӗнекесем кӑларнӑ. «Халӑхӑмӑрӑн историпе ҫыхӑннӑ кӗнекесемпе ытти ӗҫсен шайӗ питӗ ҫӳллӗ, тӗнче шайӗнче, пулмалла», — тенӗ вӑл. Сӑмахран, «Чувашский костюм» кӗнекене Финляндири типографинче кӑларттарнӑ. Халӑх тум-тирӗ пирки ҫырнӑ ытти халӑхӑн ҫавнашкал чаплӑ кӗнеке никамӑн та ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ. В.Николаев нишлӗ те мӗскӗнрех кӑларнӑ ӗҫсене чӑтма пултарайман. Вӑл пӗр май асилтерсе тӑнӑ: «Хамӑра хисеплемелле — унсӑрӑн пире тӗнчере никам та хисеплемӗ».

Вулав ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Чӑваш районӗсенчен верентекенсемпе шкул ачисем нумаййӑн пухӑннӑчӗ — тӗрлӗ секцисенче историпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Регионсенчен те килнӗччӗ: Тӗменрен, Тольятинчен. Самартан Давыдов фольклор ушкӑнӗпех килнӗ. Виҫ ҫулта пӗрре паракан В.Николаев ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ ҫынсене пӗтӗм халӑх умӗнче чысларӗҫ. Преми лауриачӗсене хальхинче сӑвӑҫ тата тележурналист М.Карягина, тӗпчевҫӗ тата ҫыравҫӑ В. Алмантай, вырӑнти музей пуҫлӑхӗ Ю. Леонтьев тивӗҫрӗҫ.

«Сувар» фонд Пушкӑртсен вӗрентӳ министрӗн ҫуммине, район пуҫлӑхне тата В.Николаевӑн хӗрӗсене хаклӑ парнесемпе чысларӗ. Вулава Чӑваш Республикинчен пынӑ делегаци те хутшӑнчӗ: В.П. Иванов профессор, ЧПГӐИ директорӗн ҫумӗ Э.Бахмисов тата Шуршӑлти космонавтика музейӗн директорӗ А.Тукмаков.

#Пушкӑртстан, #вулавсем, #музейсем, #Шуршӑл, #ЧПГӐИ, #Чӑваш Карамал

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем