Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шар курнӑ ҫав этем камне те, ӑна вӗлерекене те ун чух палӑртманччӗ.
Кӗҫех ҫав ҫынсене уйӑрса илнӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес марришӗн вӑл сенӗкпе хӑлаҫланнӑ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗнпе пӗр ҫулхи арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫсе кайнине йышӑннӑ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан вилле пуртӑпа вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.