Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Документалист каҫалӑкӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 01.11.2016 13:13 | 8179 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Культура

Белоруссире пурӑнакан Дмитрий Михлеев кинорежиссера Чӑвашра курман-илтмен ҫын теме ҫук. Юлашки хут вӑл пирӗн тӑрӑха тӑватӑ ҫул каялла килсе кайрӗ, Шупашкарти кинофестиваль программипе килӗшӳллӗн хӑйӗн тӗрлӗ ҫулта ӳкернӗ фильмӗсене кӑтартрӗ, пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Астӑватӑп, ӑна уйрӑмах телевидени журналисчӗсем «юратса пӑрахрӗҫ», юлашки хыпарсенче чӑвашла тата вырӑсла вӑрӑм интервьюсем кӑтартрӗҫ, тӳрӗ эфир йӗркелесех «кӗрлерӗҫ». Шӑпах ҫав тӗле Чӑваш кӗнеке издательствинче Дмитрий Никаноровичӑн «Ось земли» ятпа повеҫсемпе калавсен тата киносценарисен пуххи пичетленсе тухнӑччӗ, ун пирки те пичетпе телевидени ҫӑвара шыв сыпса лармарӗ. Паллӑ режиссера Чӑваш патшалӑх университетне чӗнсе студентсемпе куҫа-куҫӑн калаҫтарчӗҫ. Ун сасси хаҫат-журналсенче кайран та тӑтӑшах илтӗнчӗ, телевидени вӑл ӳкернӗ фильмсене уйрӑм ярӑм туса кӑтартрӗ. Режиссер хӑйӗн чи лайӑх фильмӗсене Электронлӑ тата кинодокументаци архивне парнелерӗ.

...Мӗтри пиччепе эпӗ 15 ҫул каяллах ҫырупа паллашнӑччӗ. «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫленӗ май унран сӑвӑсем ярса пама ыйтрӑм. Вӑл тӗлӗнсе хуравларӗ: «Эсир мана ӑҫтан пӗлетӗр? Ҫӗршыв саланчӗ, «Белорусьфильм» ишӗлнӗ пек ларать, арӑмран уйрӑлтӑм, общежитире пурӑнатӑп. Тӗнче пӗтсе килнӗ пек туйӑнать, сӑвӑ ҫырса кӑна кӑмӑла уҫатӑп. Калӑр, кам ман пирки систерчӗ?»

Кӗҫех Мӗтри пичче «Еще не время листопада» ятлӑ сӑвӑсен ярӑмӗпе сас пачӗ. Чӑнах та, вӑл каланӑ пекех пулса тухрӗ: мӗн пусӑрӑнса лармалла? Белоруссири чӑвашсемпе туслашса вӑл документлӑ фильм ӳкерчӗ. Унта Минск хулинче пурӑнакан талантлӑ чӑваш ертӳҫин сӑнарне пысӑк ӑсталӑхпа уҫса пачӗ. Анчах... Пурнӑҫ — пӑрнӑҫ тесе ахаль каламан. Ҫӗрме пуяна тухнӑ ҫак чӑваш режиссера ҫука хӑварса «тав турӗ». «Нарспи» фильм ӳкерес шухӑшпа та хавхаланчӗ Мӗтри пичче. Унсӑр пуҫне эпӗ ӑна хам ҫырнӑ «Чувашское лицо «великого немого» киносценари ярса патӑм, унта И. Максимов-Кошкинскипе ун ушкӑнӗ ӳкернӗ фильмсем пирки каласа панӑччӗ. Режиссер хавхаланса сас пачӗ, Н.В. Федоров Президент патне ҫыру та ҫырса пӑхрӗ. Анчах хуравӗ кӗске те сивӗ пулчӗ: «Пире урӑх проектсем кирлӗ». Ҫав ҫулах Указ тухрӗ – Иакинф Бичурин пирки фильм ӳкерме пуҫламалла. Конкурс йӗркине уҫса паракан хутсене Минска васкаварлӑн ярса патӑм, Мӗтри пичче сас памарӗ. Паллӑ — каллех ҫуначӗсем усӑнчӗҫ...

Юлашки вӑхӑтра Интернетпа ҫырусем ҫӳрететпӗр, телефонпа пуплесе илетпӗр. Мӗтри пичче тӑтӑшах «таса ҫӗр» тӑрӑхне кайса килет, Палестинӑра унӑн хӗрӗ пурӑнать. Пӗлтӗр те, кӑҫал та П. Афанасьевпа иксӗмӗре ҫине-ҫинех чӗнсе ячӗ, пӗрле курса ҫӳреме йыхравларӗ. Эпир кайманнин усси ҫакӑ: писатель тата режиссер унтан икӗ чаплӑ пьесӑпа таврӑнчӗ: «Микола угодник» трагедире Чернобыль инкекне уйрӑм ҫынпа ҫыхӑнтарса уҫса кӑтартрӗ, «Банкет» комеди ҫырса Горбачев вӑхӑтӗнчи «урӑ пурнӑҫа» аса илтерчӗ. Сӑмах май каласан, ҫав пьесӑсем халӗ Шупашкарти виҫӗ театрта тусан ҫӑтса выртаҫҫӗ, темле ӳкӗтлесен те режиссерсем вӗсене вуласа пӑхасшӑн мар... Ятлас енне кайсан хам та ҫылӑхлӑ: Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑл ярса панӑ сӑвӑсен пуххи черетре тӑрать, ҫитес ҫул авторӗн ҫавра менелник пулин те вӑл плана кӗрсе юлаймарӗ...

— Мӗтри пичче, ҫак калаҫӑва пит ҫӗнӗлле пуҫламасан эс ятламӑн-ши? «Лаша пуласси тихаран паллӑ», — теҫҫӗ чӑвашсем. Эсӗ «искусство ҫынни» пулса ҫуралнӑ е кулач ҫиес килнипе искусство енне туртӑннӑ?

— Ман шутпала, искусство ҫынни пулса тӑма ҫук, искусство ҫынни пулса ҫуралмалла. Сӑмахран, пӗр ҫемьери ачасенчен пӗри чаплӑ платник пулса тӑрать, тепри утма тытӑннӑ-тытӑнман купӑс енне туртӑнать, «супиччен» ун тӳмисене пуса-пуса ашшӗ-амӑшне хӑратать, кайран кӗвӗ ӑсти пулса тӑрать. «Турӑ пани» ҫавӑ ӗнтӗ. Хама илес пулсан, йӑхран йӑха куҫакан ӑсталӑх пӗрчи те ҫук манӑн: атте прихут чиркӗвӗн шкулне кӑна пӗтернӗ, виҫӗ вӑрҫӑ витӗр тухнӑ, суранӗсене пула ир ҫӗре кӗнӗ. Анне, «кулак хӗрӗ» пулнӑскер, 97 ҫула ҫитиччен пурӑнчӗ. Эпӗ тӑватӑ ҫултах вулама вӗрентӗм. Атте ҫакӑншӑн питӗ савӑнатчӗ. Тусӗсем пуҫтарӑнсан ман ума хаҫат хурса паратчӗ те шултӑра саспаллисемпе пичетленӗ сӑмахсене пӳрнипе йӗрлесе пыратчӗ: эпӗ ӗхлете-ӗхлете Сталин юлташа мухтакан, тӗнчери империализма ятлакан сӑмахсене вуласа параттӑм. Кӗҫех ӳкерме вӗрентӗм. Хаҫатран пӑхса Ленинпа Сталин сӑнӗсене кӑлараттӑм. Атте ман валли тӗлӗнмелле ят тупса ял советне кайса ҫыртарнӑччӗ — Микоян. Ҫак ятпа чылайччен тӗнче касса ҫӳрерӗм, кайран паспорта улӑштарса Мӗтри пулса тӑтӑм.

Шкулта мана пӗрене хаҫачӗ кӑларттарса тӑна илетчӗҫ. Киле панӑ уроксем пирки аса илмен пулсан та эпӗ аван вӗренеттӗм. Михаил Петрович учитель мана ӳкерме вӗренмелли кӗнеке парнеленӗччӗ. Ҫавна алран ямасӑр вулаттӑм. Техникумра вӗренекен аппа сӑрӑ илсе пачӗ те Васнецовӑн «Виҫӗ пӑхаттирне» ӳкерсе пурне те тӗлӗнтертӗм. Ҫавӑн чухне чап тутине астивсе куртӑм, тавах, Михаил Петрович армути хыптарса ҫак амакран сывалма тата асӑрханма вӗрентрӗ.

— Пӗр пӑхсан эсӗ «ахаль» ачах пулнӑ.

— «Пӗр пӑхсан» ку чӑнах та ҫапла. Анчах «темскер» чӗре варрине кӗрсе ларнине вӑхӑтран вӑхӑт туяттӑм.

...Пӗррехинче каҫалапа эпир утӑ ҫулса таврӑнаттӑмӑр. Тантӑшсем килелле васкаҫҫӗ, эпӗ вара утӑ капанӗ ҫумне тайӑнса сывласа ярас терӗм. Эх, хӗвел мӗнле хӗрелсе анать! Ҫак илемпе киленсе тӑтӑм та ура айӗнчи ҫӗр темле майпа хускалса илнине туйса илтӗм (пуйӑс тапрансан вокзал каялла кайнӑ пек). Чимӗр-ха, ку Ҫӗр ҫаврӑннине пӗлтермест-и? Хӗвел ҫавраки куҫ умӗнчех катӑлса пырать авӑ. Таҫта, питӗ шалта, хӑраса каймалла тунсӑх йӑшӑлтатса илчӗ, вӑл ӳссе пынине туйса илтӗм те чӑтаймарӑм, йӗрсе ятӑм. Ҫавӑн пекки кайран та пулкаланӑ. Ку шутлаттаратчӗ: сана Ҫӗр ҫине мӗнле те пулин пысӑк ӗҫ тума кӑларса яман-ши? Ку анчах та мар: Михаил Петрович, чаплӑ Вӗрентекен, чуста пек унаса, ман ӑшри «кӗлеткене» самай улӑштарчӗ.

— Ҫыравҫӑсем кун пек чухне ялан хӑпартланса «халӑх педагогики» пирки аса илтереҫҫӗ: халӑхран тухнӑ — халӑхран вӗреннӗ. Эсӗ вара урӑх сукмакпа утнӑ...

— Михаил Петрович — институт пӗтернӗ педагог, анчах кунта педагогика саккунӗсем пирки калаҫмалли нимӗн те ҫук. Туслӑх пирки сӑмахлама пулать. Ӳссе ҫитӗннӗ ҫын ачапа туслашса ӑна хӑй сисмесӗрех витӗм кӳнӗ. Ҫав туслӑх шкултан вӗренсе тухсан та хӑйӗн вӑйне ҫухатмарӗ. Донбаса шахтер ӗҫне вӗренме кайсан та эпӗ Вӗрентекенпе ҫыру ҫӳрететтӗм. Кайран та, вак-тӗвек мухтава чӑтаймасӑр вӗҫсе хӑпарма тытӑнсан, вӑл мана ҫӗр ҫине антарса лартатчӗ, такӑнса ӳксен тӑрса малалла утма пулӑшатчӗ. Сӑнӗпе вӑл ҫичӗ тинӗс леш енче пурӑнакан индиецсен ҫулпуҫне аса илтеретчӗ: хуп-хура ҫӳҫлӗ, чакӑр куҫлӑ арҫынччӗ. Тӗреклӗскерччӗ, упа пек тайкаланса утатчӗ. Эпир ӑна атте-анне вырӑннех хураттӑмӑр. Каярахпа, эпир вӗренсе тухсан, вӑл Чӑваш патшалӑх университетне куҫрӗ, молекулӑсен вӑрттӑнлӑхӗсене тӗпчесе физика наукинче йӗр хӑварчӗ.

— Ял ачи кинорежиссура енне туртӑнни шалт тӗлӗнмелле япала. Эсӗ хисеплекен Вӗрентекен куҫран пӑхса ВГИК енне пуҫне сӗлтмен-и?

— Пулман ун пекки. Михаил Петрович пире шухӑшлама, илеме курма, ҫын пулма вӗрентнӗ.

...Эпӗ пӗр хушӑ йӗр ҫухатакан мулкач пек хам шӑпаран тарса ҫӳрерӗм. Ялти влаҫсене вӑрҫтарса Донбаса тухса тартӑм. Шахтӑра электровозпа ҫӗр кӑмрӑкӗ турттарнӑшӑн аванах тӳлетчӗҫ, анчах юлташ вилнӗ хыҫҫӑн ҫак ӗҫе пӑрахса Хусана таврӑнтӑм, хуткупӑс кӑларакан завода пырса кӗтӗм, мана «ҫемӗ лартакана» илчӗҫ. Аван ӗҫчӗ, купӑс туртса пурӑнма пулатчӗ, анчах хама художник пулма ҫуралнӑ теттӗм. Ӳнер училищине кӗнӗ-кӗмен салтака илчӗҫ. Ҫар хыҫҫӑн Хусан университетӗнчи журналистика факультетӗнче вӗренсе пӑхрӑм. Ҫав тапхӑрта «Советская Татария» тата «Комсомолец Татарии» хаҫатсенче тӑтӑш пичетленеттӗм. Анчах журналистика мана пит илӗртмерӗ. Университет пӗтермесӗрех Мускава ҫул тытрӑм.

Кинематографи институтне кӗме конкурс вышкайсӑр пысӑкки паллӑ, кун пирки эпӗ питех пуҫа ҫӗмӗрмен, анчах унта мыскараллӑ лекесси ҫинчен шутлама та пултарайман. Чи йывӑрри — пултарулӑх конкурсӗ. Ман картинӑсене, хаҫатра пичетленнӗ заметкӑсемпе сӑвӑсене тиркекен пулмарӗ. Специальноҫпе икӗ «пиллӗк» илтӗм, историпе «тӑваттӑ», сочиненипе вара «иккӗ» шаплаттарчӗҫ. Анчах чӑматана пуҫтарса вокзала каяс килмерӗ. Эп редакцисем тӑрӑх ҫӳресе самай «якалнӑччӗ» ӗнтӗ, такам мана такӑнтарасшӑн пулнине чухласа илтӗм. Мӗн тумалла? Деканата кӗрсе хамӑн сочиненине йӑкӑртса тухрӑм та ӑна Роман Кармена кӑтартрӑм. «Кӑна вырӑс чӗлхи кафедри айкашать, такама валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ», — терӗ курс ертӳҫи тарӑхса. Шӑв-шав ҫӗкленнӗ-ҫӗкленмен вӑл Испанине хӑйӗн черетлӗ фильмне ӳкерме тухса кайрӗ. Мана кандидат шучӗпе вӗренме илчӗҫ, анчах Кармен ассистенчӗ ку «вӑййа» темӗнле хӑватлӑ вӑйсем хутшӑнни пирки систерчӗ. Нимӗн те тӑваймӑн, пӗр ҫул кӗтме тивет. Эп асфальт саракан управленине ӗҫе вырнаҫрӑм. Мана Шиллер хушаматпа студент билечӗ те вӑрттӑн туса пачӗҫ. Пушӑ вӑхӑтра эпӗ лекцисене ҫӳреттӗм, кино ӑсталӑхне вӗренмелли тӗрлӗ сеанссене сиктерместӗм. Тепӗр ҫул вара нимле йывӑрлӑх та пулмарӗ, эпӗ ВГИК студенчӗ пулса тӑтӑм.

— Пысӑк ҫитӗнӳ, анчах студент кулачӗ йӳҫӗ те пулма пултарать...

— ВГИКра малтанхи икӗ курс пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑрататчӗ, ҫакна пурте чӑтаймастчӗҫ. Сӑмахран, пирӗн курсран икӗ ача хӑйсен ирӗкӗпе леш тӗнчене ӑсанчӗ, пӗри пиллӗкӗмӗш хутран сикрӗ, тепри перӗнсе вилчӗ. Чи кансӗрри — вӗренме кӗресси тесе шутлаттӑмӑр, анчах хамӑр мӗн тери йӑнӑшнине кӗҫех ӑнлантӑмӑр. Режиссура тата монтаж енӗпе малтанхи ӗҫсенчех эсӗ кунта ӑнсӑртран лекменнине ҫирӗплетсе памаллаччӗ. Ҫӗр аллӑ ҫын пӗр вырӑншӑн кӗрешнӗ, студент пулса тӑнисенчен кашни халӗ чи малти пуласшӑн вӑй-халне шеллемест. Института тӑхӑр сехет тӗлне тухса каяттӑмӑр та каҫхине вунӑ сехет тӗлне общежитине таврӑнӑттӑмӑр. Лекцисем хыҫҫӑн эпир этюдсем лартаттӑмӑр, ҫак ӗҫре пӗр-пӗрне рольсем выляса пулӑшаттӑмӑр. Институтра кашни кун тенӗ пекех тӗнчери фестивальсенче куракансене тӗлӗнтернӗ фильмсене кӑтартатчӗҫ, сеанссем хыҫҫӑн вӗсене хӗрсе кайса сӳтсе яватчӗҫ. Тӗнчипе паллӑ кино ӑстисемпе ирттерекен тӗлпулусене кӗрсе итлеме мӗне тӑратчӗ тата! Глория Стивенсон, Софи Лорен, Марчелло Мастрояни... Ҫак ятсене илтсенех чӗре тухса тарас пек тапма пуҫлатчӗ. Сергей Герасимов лекцисем вуланисӗр пуҫне тӗрлӗрен калаҫусем ирттеретчӗ: Заболоцкий поэзийӗ е Врубель ӑсталӑхӗ ҫинчен. Ҫамрӑк режиссерсем хӑйсен малтанхи картинисене ВГИКра кӑтартма тӑрӑшатчӗҫ. Сӑмахран, Василий Шукшин «Ваш сын и брат», Отар Иоселианин «Листопад» картинисене студентсем хӗрӳн сӳтсе яврӗҫ. Хӑш-пӗр режиссерсем пире ытла «хаяр» пулнишӗн юратмастчӗҫ. Сӑмахран, Сергей Герасимовӑн «Градостроители» картинине курса пӗтерсен зал алӑ ҫупас вырӑнне шӑхӑрма пуҫларӗ. Пуҫне каҫӑртма вӗреннӗ «мэтра» ҫакна чӑтма йывӑр пулчӗ пулмалла. «Ку картинӑна эпӗ халӑх валли ӳкернӗ, джинса тӑхӑннӑ каппайчӑксем валли мар», — терӗ вӑл ҫиллине аран-аран шӑнарса.

Мускаври канӑҫсӑр пурнӑҫ, чухӑнлӑх таранчченех, мана питӗ килӗшетчӗ. Эп уйрӑмах монтажпа аппаланма кӑмӑллаттӑм. Монтаж сӗтелӗ ҫумӗнчи пысӑк карҫынккара кирлӗ мар кадрсем темӗн чухлӗ выртса юлатчӗҫ. Вӗсене пуҫтарса тӗрлӗрен сюжетсем тума пулатчӗ, хальхилле каласан «клипсем», вӗсем аван пулса тухатчӗҫ. Монтажницӑсем хӑвалама тапратсан тин киле каймалли ҫинчен аса илеттӗм. Тепӗр кун вӗсем кун пирки хытӑ тарӑхса пирӗн мастера (группа ертӳҫине) каласа паратчӗҫ, лешӗн вара студента ҫакӑншӑн мӗншӗн вӑрҫмалла?

Каҫсерен ӗҫе ҫӳремеллеччӗ, мӗншӗн тесен мана килтен пулӑшаймастчӗҫ. Пӗр хушӑ общежитире кочегар пулса тӑрмашрӑм. Студентсенчен нумайӑшӗ (кайран вӗсем чаплӑ артистсемпе режиссерсем пулса тӑчӗҫ) душра ҫӑвӑнма вӗри шыв парса тӑнӑшӑн мана сахал мар тав тунӑ. Кайран кинофабрикӑра художник пулса ӗҫлерӗм. Ҫуллахи каникулта «Студенческий меридиан» журналӑн корреспонденчӗ пулса Алтая, Байкал кӳлли хӗррине, Балтика тӑрӑхне ҫитсе куртӑм. 1968 ҫулта Чехословакири пӑлхав пирки «йӑнӑш» кайнӑ хыҫҫӑн журнала хупрӗҫ, анчах шав ан тухтӑр тесе «ҫул укҫи» аванах тӳлерӗҫ, журнала хупнине вара «хут ҫитменнипе» ӑнлантарчӗҫ.

— Чи малтанхи фильмсем мӗнле пулса тухрӗҫ?

— Пӗрремӗш фильма эпӗ 16 миллиметрлӑ ансӑр пленка ҫине ӳкертӗм. «Мокрый трамвай» ятлӑччӗ вӑл. Ҫав трамвай ир-ирех паркран тухать те хула тӑрӑх «уҫӑлса» ҫӳрет, ӑҫта-ӑҫта ҫитни, кама лартса кайни пирки сӑвӑласа каласа парать. Иккӗмӗш фильм «День и конец дня» ятлӑччӗ, унта таксист ӗҫне уҫса панӑччӗ. Пассажирсем хушшинче кам кӑна ҫукчӗ: Запорожье тӑрӑхӗнчен Мускав курма килнӗ мӑнтӑркка казак, хура пӗркенчӗклӗ мӑссӑльман хӗрарӑмӗ, Африка хӑни тата ытти те. Йывӑрлӑхсем те сахал мар таксистӑн: урапа шӑтать е ГАИ тытса чарать... Каҫ енне ывӑннӑ герой пухӑннӑ укҫине шутлать те карттусне хывса хурать, шухӑ таксистран кӑмӑллӑ «кукка» пулса тӑрать. Ҫак кадр педагогсене уйрӑмах килӗшрӗ.

Курс ӗҫӗ пек ӳкернӗ фильм институтра самаях шӑв-шав ҫӗклерӗ. Ӑна эпӗ хула хӗрринче вырнаҫнӑ общежитире ӳкертӗм, «Картошка» ятлӑччӗ вӑл. Ҫӗршыв Гимнӗ кунта пурӑнакан хӗрарӑмсене ирех вӑратать, вӗсем хыпаланса вӗри ҫӗрулми ҫиеҫҫӗ те пахчаҫимӗҫ базине ҫӗрулми суйлама тухса каяҫҫӗ. Ҫавӑнтах кӑнтӑрлахи апат тӑваҫҫӗ, каллех ҫӗрулми пӗҫереҫҫӗ. Каҫхине тӑхӑр сехетре ывӑнса таврӑнаҫҫӗ, сӗтел ҫинче вӗсен каллех ҫӗрулми. Хӑш чухне, сыпкаласан, ҫак хӗрарӑмсем такмак каласа чӗрене ыраттармалла «хаваслӑн» юрлаҫҫӗ. Вӗсем патне килнӗ каччӑсем пӗр-пӗрне чышкӑпа хӑналаҫҫӗ. Пурнӑҫран илнӗ «кино», нимӗн те калаймӑн. Анчах ҫак фильмшӑн ман «шефа», Сталин премийӗн лауреатне тата Оскар парнине тивӗҫнӗ И.П. Копалин режиссера, парткома чӗнтерчӗҫ. «Лайӑх мар» ыйтусем парса аптӑратма пуҫланӑ ӑна, анчах вӑл студента кӳрентерме паман.

«Картошка» фильма курнӑ хыҫҫӑн мана Белоруссирен килнӗ пӗр режиссер шыраса тупрӗ, «Белорусьфильма» практикӑна пыма йыхравларӗ. «Пымаллах сан, мӗншӗн тесен Белорусси — ҫӗрулмин тӑван ҫӗршывӗ», — терӗ вӑл. Мана Новосибирскри кинохроника студине кайма направлени панӑччӗ, анчах шӑпа пачах урӑх еннелле илсе кайрӗ.

Белорусси маншӑн мӗнле ҫӗршыв пулни пирки каласа парсан эсир ӗненмӗр те. Ман атте Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинчен тӳрех киле таврӑнман, Граждан вӑрҫине лекнӗ. Ҫавӑнта пӗр белоруспа туслашнӑ. 1923 ҫулта вӑл яла таврӑннӑ. Кунта выҫлӑх хуҫаланнӑ. Вилес патне ҫитнӗ ашшӗпе амӑшне курсан вӑл ним шутласа тӑмасӑр каялла ҫаврӑнать, темле майпа пуйӑс ҫине ларса вӑрҫӑри тусӗ патне ҫитет. Хӗрхенсе панӑ пӗр михӗ ырашпа пӗр михӗ ҫӗрулмине тӑван ялне илсе ҫитерет, хӑйне те, ашшӗпе амӑшне те вилӗмрен хӑтарать. Тепӗр ҫирӗм ҫула яхӑн иртсен эпӗ ҫуралнӑ. Халӗ хӑвӑрах шутлӑр, ҫав салтак пулӑшман пулсан, тен, эпӗ ҫут тӗнчене кураймастӑм та пуль...

— Ҫӗрулми «шӑрши» ВГИКран «Белорусьфильма» ҫити сарӑлманччӗ-и?

— Студи ертӳҫисем «Картошка» фильм пирки пӗлетчӗҫ, ҫавӑнпа мана шанмасӑртараххӑн кӗтсе илчӗҫ. Практиканта «Пресса Белоруссии» ятлӑ киноролик ӳкерме хушрӗҫ. Кунта тухакан хаҫат-журнала Совет Союзӗпех ҫырӑнса илеҫҫӗ иккен, вулакансем Болгарипе Канадӑра та пур. «Пресса Белоруссии» тесе ҫырнӑ почтальон сумки ҫула тухать — Мурманск, Мускав, Фрунзе хулисем хыҫа юлаҫҫӗ. Пире Киргиз Республикинче подписчиксенсен пӗрин ячӗ тыткӑнларӗ — Киртаг. Тем тесен те ку пӗр-пӗр интеллегент! Курса калаҫасчӗ унпала! Шыраса тупсан тӗлӗнсех кайрӑмӑр, Киртаг «Киргизкое телеграфное агенство» тенине пӗлтерет иккен.

Ҫак кӗске ролика ырласа йышӑнчӗҫ, мана диплом ӗҫӗ ӳкерме йыхрав тыттарчӗҫ.

— «Птица икс» сана ура ҫине тӑма пулӑшакан фильм кӑна мар, ҫӳле ҫӗкленме май паракан фильм пулса тухнӑ. Ҫак картинӑна ӳкерес шухӑш мӗнле пырса кӗчӗ-ха?

— Практикӑра чухне математикӑна мӗн кӗҫӗнрен ҫӗнӗлле вӗрентни ҫинчен ҫырнӑ сценари алла лекрӗ. Кӗҫех пултарулӑх ушкӑнӗ йӗркеленчӗ. Володя Цеслюк кинооператорпа эпир документлӑ кино ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртрӗмӗр. Ачасене ӳкернӗ чухне кӑштах чеелӗх кирлӗ, ҫакна та шута илтӗмӗр. Пленка ачасемшӗн шеллемеҫҫӗ — пӗр «усӑллӑ» метра ҫирӗм метртан суйлама пулать. Монтаж сӗтелӗ хушшине лартӑм та оператор чунне парса ӗҫленине лайӑх туйса илтӗм. Мӗнлерех кадрсем, ачасем класра камера пуррине асӑрхамаҫҫӗ те. Киленсех калӑпларӑм. «Белорусьфильмри» ӗҫтешсем пӗрре пӑхсах килӗштерчӗҫ фильма. ВГИКра та ырласа йышӑнчӗҫ. Институтри фестивальте «Птица икс» тӗп приза тивӗҫрӗ, ҫӗршыв тӑрӑх «вӗҫеве» тухрӗ. Премьера Мускаври Кино Ҫуртӗнче пулчӗ, ун хыҫҫӑн – Ленинградра. Тегеранти фестивальтен ҫак фильм тӗп парне «Золотой дельфан» «ҫаклатса» таврӑнчӗ.

— Ҫакӑн хыҫҫӑн «Белорусьфильмра» сана утьӑкка ҫӗклесшӗн пулмарӗҫ-и?

— Лӑпкарӗҫ, каҫса кайса мухтарӗҫ, анчах кӗҫех патак памалли сӑлтав тупӑнчӗ. Каллех ҫӗрулми ҫинчен фильм ӳкермелле пулчӗ, хальхинче ӑна «Диалог о картошке» ят патӑмӑр. Вӑл тапхӑрта Белоруссири селекционерсем ҫирӗм ытла ҫӗнӗ сорт лартса ӳстерме сӗннӗ, вӗсене Болгари, ГДР тата ытти ҫӗршывсем савӑнсах туяннӑ, анчах вырӑнти хуҫалӑхсем ӗлӗкхиллех «план паракан» сортсемпе кӑна ӗҫленӗ. Паллах, эпир ку фильмпа патшалӑх политикине кӗрсе кайнӑ. Пире ял хуҫалӑх министрӗ патне чӗнтерчӗҫ, вӑл сценари пуҫламӑшне вуласа пӑхрӗ те куҫне ялкӑштарса вӑкӑр пек мӗкӗрсе ячӗ, пире хӑй кабинетӗнчен кӑларса печӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл студи директорӗ патне шӑнкӑравласа фильма чарса лартма ӳкӗтленӗ. Экран ҫине кӑлариччен ҫак картинӑна пилӗк-ултӑ хутчен «тӳрлетме» тиврӗ. Ҫавӑн чухне «проблемӑллӑ фильм» мӗн тути каланине лайӑх туйса илтӗм, манӑн ҫак жанрпа ӗҫлес кӑмӑл пӗтрӗ.

Кинодокументалистика мӗншӗн мана килӗшет? Вӑл тӗлӗнмелле ҫынсемпе паллаштарать, хӑш чухне эсӗ вӗсемпе туслашсах каятӑн. Кино ӗҫӗ мана Иван Шемякин, Андрей Макаенок ҫыравҫӑсемпе, Владимир Платонов академикпа (вӑл ун чухне 37 ҫултаччӗ), Владимир Коваленок космонавтпа паллаштарчӗ. Сӑмах май каласан, космос паттӑрӗ ҫинчен ӳкернӗ «Хроника пребывания на земле» фильм Вильнюс хулинчи Пӗтӗм Союзри кинофестивальтен «Золотой колос» тӗп парне илсе таврӑнчӗ.

— Режиссер вӑл яланах «кӑштах ҫыравҫӑ», ку паллӑ. Анчах ҫыру сӗтелӗ хушшине ларма сӑлтав кирлӗ. Пӗлтерӗшлӗ сӑлтав!

— Хӗрӗх урлӑ каҫсан эпӗ дельтопланпа вӗҫме вӗрентӗм. Ку «алхасу» чутах пуҫа ҫиетчӗ. Карпатра ҫӗр метр ҫӳллӗшӗнче вӗҫнӗ чухне ҫӗре персе антӑм. Сӑкӑр уйӑх вырӑнпа выртма тиврӗ, гипспа бинт айӗнче йӑраланни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ҫак йывӑр вӑхӑтра час-часах ачалӑха аса илеттӗм, ҫырас кӑмӑл пуррине туйса илтӗм. Анчах мӗнле ҫырмалла-ха? Эпӗ ларма пултараймастӑп-ҫке. Хэмингуэй хӑйӗн хайлавӗсене ятарласа тутарнӑ бюро ҫинче ҫырнӑ тенине аса илтӗм, анчах ун пек япала манӑн ҫук. Вара телевизор хуппи ҫинче «кӗрлеттере» пуҫларӑм. «Круговорот» повеҫе «Юность» журнала ярса патӑм, вӑл кӗҫех пичетленсе тухрӗ, ӑна журнал юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнекене те кӗртрӗҫ. Ун хыҫҫӑн «Поле перейдённое» ятпа уйрӑм кӗнеке Шупашкарта тухрӗ. Ҫапла литературӑна кӗрсе кайрӑм. Манӑн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн, анчах та кашни кун ҫырас йӑла ҫук. «Ни дня без стопки» текен йӑлапа пурӑнакансем алкоголига тухаҫҫӗ, «Ни дня без строчки» тесе мухтанакансем графомансем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫырас тени хуллен капланса пырать-пырать те «пӗве» татӑлса каять. Кӗске вӑхӑтрах пысӑк япала ҫырса хума пултаратӑн.

— «Ось земли» кӗнекери «Поле перейденное» повесть пурнӑҫа тӗрӗс кӑтартнипе тата вӑхӑт (тапхӑр) паллисемпе вырӑнлӑ усӑ курнипе тыткӑнлать. Документлӑ повесть тесе «типӗтес» килмест ӑна, анчах шутласа кӑларман сюжет, геройсем тӳрех курӑнса каяҫҫӗ. Документ кун пек чухне художник фантазине тӑлласа пымасть-и?

— Шахтӑра ӗҫленӗ чухне эпӗ кун кӗнеки ҫырса пынӑ, ӑна Эрнюк аппа упраса хӑварнӑ. Унта Метис, Кацап, Калюжный, Толя мӗн-мӗн хӑтланни куҫ умне тухать. Анчах вӑрҫӑ хыҫҫӑн ача ҫуртӗнче ӳснисен пурнӑҫне эпӗ пӗлсех каймастӑм, ҫавӑнпа Гриша Красинский художникпа чылайччен калаҫрӑм, вӑл каласа панине ҫырса илтӗм. Кун пек чухне фантазине шаннине ҫӑмӑлттайлӑх тесе шутлатӑп. Ман ӗҫ кӗнекинче вунпӗр професси, специальноҫа илсен эпӗ документалист. Ман тивӗҫ — пурнӑҫран ӑсса илнӗ чустана художник аллипе унаса пашалу е ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларасси, вулакан (куракан) ӑна пиҫсе ҫитмен е тӑварсӑр тесе ан хурлатӑр кӑна.

«Юность» журнал хыҫҫӑн Белорусси ҫыравҫисем мана хисепле пуҫларӗҫ, «Юнацва» издательствора кӗнеке кӑлартӑм, кунсӑр пуҫне эпӗ Георгий Орловӑн «Тривим йысна калавӗсене» белорусла кӑларма пулӑшрӑм.

— «Ось земли» кӗнеке редакторӗ пулнӑ май мана акӑ мӗн хурлантарчӗ: «Задание Президента» киноповеҫе ҫак тома темле тӑрӑшсан та кӗртме май килмерӗ...

— Ку япалана иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче ҫыртӑм. Эпӗ ун чухне ӗҫсӗр лараттӑм, ҫемье те арканчӗ, тӑватӑ пӳлӗмлӗ хваттере парса хӑварса общежитине пурӑнма куҫрӑм. Ҫавӑн чухне Евгений Красовский режиссерпа паллаштарчӗҫ. Вӑл банкира тухнӑччӗ, анчах кино ӗҫне те пӑрахасшӑн марччӗ. СССРтан уйрӑлнӑ Белорусси Республики вӑл тапхӑрта укҫа кӑларма пуҫланӑччӗ, Красовский ҫакӑн пирки комеди ӳкерттересшӗн иккен, мана сценари ҫырма сӗнчӗ. Тепӗр уйӑхран унпа каллех тӗл пултӑмӑр. Укҫине тӳлессе тӳлерӗ, анчах сценарине йышӑнмарӗ, тепӗр сценари ҫырма хушрӗ. «Задание Президента» кинокомеди сюжетне банкир хӑй шутласа кӑларнӑ. Хальхинче сценари ӑна килӗшрӗ, анчах ӳкерме пуҫлаймарӗҫ, банкира тӗрмене хупрӗҫ. Икӗ сериллӗ комеди ӳкерме, хӑвӑрах чухлатӑр, самай укҫа кирлӗ, Минскра та, Мускавра нухратлӑ ҫын тупӑнмарӗ. Кӑҫал ку сценари Шупашкарта «КИЛ» журналта пичетленсе тухрӗ.

— Эсӗ Геннадий Айхине пӗлнӗ, унпа туслӑ пулнӑ теҫҫӗ.

— Эпӗ унпа 1973 ҫулта пӗр курсра вӗренекен Бахадур Музафаров хваттерӗнче паллашрӑм. Ҫак узбек ачине шӳтлесе Бах тесе чӗнетчӗҫ, ун патӗнчен хӑна-вӗрле татӑлмастчӗ. Пирӗн хыҫран сивӗннӗ плов хуранӗ тата пушӑ кӗленче купи выртса юлатчӗ. Пӗррехинче Бах патне хӑнана Айхи те пырса кӗчӗ, ҫавӑн чухне паллашрӑмӑр. Эпӗ ӳкернӗ «Птица икс» фильм Тегеранти фестивальте «Золотой дельфан» парне ҫӗнсе илнӗччӗ, эпир ҫав ятпала пуҫтарӑннӑччӗ. «Дельфанпа» шаккаса ӗҫкелерӗмӗр, тостсем каларӑмӑр. Парнене шӑлпа та ҫыртса пӑхрӑмӑр, ун ячӗ «Ылтӑн» та Пехлеви шах ӑна тума пӗр кашӑк та пулин ылтӑн ярса паман-ши тесе шӳтлерӗмӗр. Гена та мана саламларӗ. Туртма тухсан хӗвӗнчен шурӑ хуплашкаллӑ кӗнеке кӑларчӗ те мана тыттарчӗ, ун титулӗ ҫине ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Мӗскер сунам сана, Мӗтри Михей? Ҫӗршыв, кино, «успех», телей. Хуначи Гени. 1973 ҫул, июнӗн 10-мӗш кунӗ, Мускав, «Бах». Ҫак кӗнеке Францири Искусствосен Академийӗн премине тивӗҫнӗ иккен. Сӗтел хушшине тепӗр хут ларсан эпӗ хӑнасене ҫакӑн ҫинчен хӑпартланса пӗлтертӗм. Вара саланичченех хамӑра саламланине итлесе лартӑмӑр. Тепӗр вунӑ ҫултан эпӗ Айхипе каллех тӗл пултӑм. Вӑл хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнатчӗ, пӳрт тулли ача ҫуратса панӑ ӑна хуп-хура чиперкке арӑмӗ. Эпӗ ӑна хамӑн «Последняя ночь покоя» пьесӑна парса хӑвартӑм. Урӑх ӑна тӗл пулман. Анчах кӗретсӗр тӗлпулусем пулнӑ, вӗсенчен иккӗшӗ уйрӑмах асра юлчӗҫ. Пӗри «Поэзия без нитратов» статья, авторӗ Андрей Вознесенский, ӑна «Известия» хаҫатра Айхине темле чаплӑ преми панӑ ятпа пичетленӗччӗ. Тепри Марина Разбежкина ӳкернӗ «Геннадий Айги» фильм. Режиссер хӑйӗн геройне чунтан хисеплени курӑнса тӑрать унта. Поэт хӑйӗн вӑрттӑн кӗтесӗнче ҫутҫанталӑкпа тата илӗмлӗхпе килӗшӳллӑн пурӑнать. Тавах Марина Разбежнинӑна чӑваш генийӗн сӑнарне пӗлсе уҫса панӑшӑн. Унӑн ывӑлӗ Алексей ҫырнӑ музыка та мана килӗшет, телефильмсене вӑл питӗ тарӑн та хӑйне евӗр илемлетет.

— Эсӗ хӑвӑн ӗҫ кӗнекинче 11 професси пулни ҫинчен каларӑн, илемлӗ фильмсем ӳкернине тата кӗнекесем ҫырнине шутласан 14 пулать. Анкета ҫырнӑ чухне вӗсенчен хӑшне чи малтан кӑтартатӑн?

— Паллах, режиссер-документалист тесе кӑтартатӑп. Мӗн вӑл маншӑн документлӑ кино? Эпӗ ӑна тӗрлӗ чулсенчен, кантӑк ҫӗмрӗкӗсенчен, янтарьпе тимӗр татӑкӗсенчен пуҫтарнӑ ӳкерчӗкпе танлаштарнӑ пулӑттӑм. Сӑмахран, Киеври София соборӗнче Византи ӑстисем туса хатӗрленӗ чаплӑ мозаика пур. Шутласан, малтан ҫав шедевр чулпа кантӑк купи пек ишӗлсе выртнӑ. Документлӑ фильм та ҫавнашкал уйрӑм «катӑксенчен» пуҫтарӑнать. Паллах, мозаика пуҫтаракансем те ӗҫе эскизран тытӑнаҫҫӗ. Пирӗн ӗҫре ӑна сценари теҫҫӗ. Тен, хам художник пулнӑран, документлӑ фильма ҫапла ӑнланатӑп, ку мана ӗҫре ялан пулӑшса пынӑ. Монтаж сӗтелӗ хушшинче ӗҫленӗ чухне кирлӗ «катӑк» (кадр) хӑйӗн вырӑнне лартӑр тесе чунтан тӑрӑшатӑн. Пӑхатӑн та кайран, калас тени мӗнле уҫӑмлӑ, кӗскен те сӑнарлӑ, пурнӑҫа ҫывӑх пулса тухнӑ. Ҫакӑ вӑл чӑн-чӑн телей, документалист телейӗ!

 

Валерий Алексин калаҫнӑ

 

Сӑнсем ҫинче: Дмитрий Михлеев кинорежиссер; Д.Михлеев режиссёр, Н.Караченцев артист, Ю.Плющев кинооператор; Дмитрий Михлеев Шупашкарти кинофестивальте; «Воля вселенной» фильм афиши.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#фильмсем, #Белорусси, #тӗнчере, #интервьюсем, #Шупашкар, #кинофестивальсем, #кино, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем