Ҫӗр айӗнчи пуянлӑх Чӑваш Енре нумаях мар — пирӗн тӑрӑхра ытларах кирпӗч ҫапма юрӑхлӑ тӑм, хӑйӑр, торф, акшар, трепел кӑлараҫҫӗ. Ытти йышшисем (ангидрит, доломит, гипс, арагонит, кварц, сланец, гранодионит) кунта сахалрах. Нефть та пур теҫҫӗ, анчах та ӑна пирӗн патра кӑларма хакла ларать.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паян, пушӑн 3-мӗшӗнче, эксперлӑ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта «Нерудэксперт» ТМЯО Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи трепел пурлӑхӗн калӑпӑшне палӑртса хатӗрленӗ отчетпа паллашнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗр хӑйӗн айӗнче C1 категорипе 5454,7 пин м³ трепел (мергел) упрать. Экспертлӑ комисси отчета пӑхса тухса вӑл калӑпӑша ҫирӗплетрӗ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ трепелне Атрать месторожденири (Улатӑр районӗ) тӑмпа хутӑшса керемика япалисене ӑсталама усӑ курӗҫ.