Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш пикине» суйларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 05.03.2011 17:40 | 1700 хут пӑхнӑ
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗр-упраҫсем
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ хӗр-упраҫсем

Красноармейскинчи иккӗмӗш номерлӗ шкулта «Чӑваш пики — 2011» конкурсӑн пӗрремӗш турӗ иртрӗ. Унта кашни 9-11 класран пӗрер хӗр упраҫ хутшӑнчӗ. Жюри членӗсем чи маттур та ӑслӑ, хитре те капӑр, ӑста та вӑр-вар чӑваш пикине суйларӗҫ.

Хӗр упраҫсем тӑван чӗлхене, халахӑн историйӗпе йӑли-йӗркине, культурине аван пӗлессипе тупӑшрӗҫ. Тата вӗсем юрларӗҫ, ташларӗҫ, сӑвӑ каларӗҫ.

Конкурс вӗҫӗнче хӗрсем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлес енӗпе кулинари ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулчӗ: 9«б» класра вӗренекен Анастасия Никифорова «Чӑн-чӑн пике артистка» номинацире, 10«б» класра вӗренекен Татьяна Петрова «Чи сӑпайлӑ пике» номинацире, 11«а» класра вӗренекен Алина Ефимова «Чи савӑнӑҫлӑ пике» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илчӗҫ. «Чӑваш пики — 2011» ята вара 9«а» класра вӗренекен Ксения Петрова тивӗҫрӗ. Вӑл район шайӗнче иртекен конкурса хутшӑнӗ.

 

Сӑнсем

#Красноармейски, #Чӑваш Пики, #Красноармейски районӗ, #шкулсем

 

Комментари:

cakanar turhane // 3146.02.0297
2011.03.08 10:47
хаклă admin,
ÿлĕмрен Сире Красноармейски ялне Малти Трак тесе чĕнме ыйтатăп)
2011.03.10 19:49
Аçтахар Плотников
Официаллă улăштарсан — тархасшăн. Хальлĕхе вара — Трак ятпа та, Красноармейски ятпа та çырăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем