Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 2-ри ача айӑплӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Совет урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра 11 сехетре пушар тухнӑ. Пӗр хваттерте ача шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн. Ӑна сӳнтермесӗрех кравать ҫине пенӗ.
Ҫулӑм тухнине амӑшӗ асӑрханӑ. Тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ вӑл. Ҫулӑм маччана, дивана, чӳрече рамине сиенлетнӗ. Ҫынсем шар курман.
Канашра вара пушар каҫхине алхаснӑ. Унта машина ҫуннӑ. Капот айӗнчен тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен курнӑ, МЧСа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра та коридор ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсен йышӗнче сусӑр тата ача пулнӑ. Ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ.