Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗнче (вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗнче вырнаҫнӑ) харӑсах икӗ мероприяти иртмелле. Юрлакан ушкӑнсем ҫав кун
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестиваль-конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ, хореографи ушкӑнӗсем — «На Волге широкой…» (чӑв. Аслӑ Атӑл шывӗнче...) ятлинче. Мероприятие Халӑх пултарулӑхӗн центрне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивале 19 районти тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти 33 ушкӑн хутшӑнмалла.
«Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри фестивальне юрлакан ушкӑнсене зонӑри тапхӑрпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 30-мӗшӗччен суйланӑ. Унта 38 хор тата 41 вокал ансамблӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑнта суйласа илни чи лайӑх ушкӑнсем гала-концертра куракана савӑнтарӗҫ.