Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Санарпуҫ пӗвине контр-адмирал тасаттарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 26.11.2016 12:09 | 1820 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать
Санарпуҫӗнчи пӗве тасалать

Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнче пурӑнакансем кӗр кунне, урамра юр выртнине пӑхмасӑрах ялти пӗвене тасатма тытӑннӑ. Вӑл пушартан-мӗнрен те, выльӑх-чӗрлӗхе шӑварма та ҫулла ялта пӗве кирлех.

Санарпуҫ ял тӑрӑхӗнчӳ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗҫе йӗркелесе яраканни асӑннӑ тӑрӑхри Ҫӗньял Хапӑсра ҫуралнӑ Владимир Алексеев контрл-адмирал. Вӑл Мускав облаҫӗнчи юханшыв транспорт предприятине, «Порт Коломна» ятлӑскере, ертсе пырать.

Мусав облаҫӗнчи Коломна хулинче пурӑнать пулин те тӑван тӑрӑхне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Чӑн та, пӗве тасатассипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӑкака ҫав ҫын хӑй ҫине илнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлассине вырӑнти хастарсем — Николай Ивановпа Владимир Иванов — ертсе пыраҫҫӗ.

#пӗвесем, #Ҫӗньял Хапӑс, #Санарпуҫ, #Вӑрнар районӗ, #ял пурнӑҫӗ, #Мускав, #укҫа-тенкӗ, #ырӑ кӑмӑл

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем