Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Академиксем Николай Ашмарин палӑкне хӑт кӗртме сӗнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.11.2016 14:43 | 2506 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн ҫулталӑкри черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Академи пайташӗсем чӑвашран ҫеҫ мар, инҫетри тӑрӑхсенчен те килсе ҫитрӗҫ — Тутарстанран, Чӗмпӗртен, Пушкӑртран тата ытти облаҫсемпе республикӑсенчен.

Пухура ҫулталӑк хушшинче туса ирттернӗ ӗҫсем пирки каласа пачӗҫ, ҫӗнӗ пайташсене йышӑнчӗҫ (сӑмахран, Мускаван ҫитнӗ Владимир Болгарские). Чи тӑрӑшуллисене хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Чӑваш халӑх академине пулӑшакансене те манмарӗҫ, вӗсене те хисеп хучӗсемпе чыс турӗҫ.

Пухӑва Станислав Отрыванов ертсе пычӗ. Сӑмах илнӗ хыҫҫӑн кӑҫал вӑл Пӳлерпе Пӑлхар хулисене тата Хусанти Ар масарӗ ҫине ҫитсе килни пирки пӗлтерчӗ. Ҫак ҫулҫӳревре ӑна хумхантарса янӑ пулӑмпа та вӑл пухӑннисене паллаштарчӗ. Хусанти Ар масарӗнче вырнаҫнӑ Николай Ашмарин вил тӑприйӗ ытла та кичеммӗн ларать иккен. Ку уйрӑмах юнашар тенӗ пек вырнаҫнӑ Николай Лобачевскийӗн вил тӑприпе танлаштарсан курӑнать. Станислав Отрыванов пирӗн халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунӑ Николай Ашмаринӑн палӑкне хӑт кӗртме ыйтрӗ, ку енӗпе хӑй те пулӑшма хатӗрри пирки каларӗ. Залра ларакан Николай Кондрашкин ӳнерҫӗ вара палӑка хатӗрлессине хӑй ҫине илме шантарчӗ, парне евӗр те тума пултарассине каларӗ. Станислав Отрыванов ҫак ӗҫе ҫулталӑк-икӗ ҫул хушшинче туса ҫитерсен аван пулни пирки каларӗ.

#пухусем, #халӑх академийӗ, #наци вулавӑшӗ, #палӑксем, #Тутарстан, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Мускав, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем