Пӑрачкав районӗ 2017 ҫулта ирттермелли мероприятисем пирки калаҫма тытӑннӑ. Вӗсем Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ.
Уяв тӗлне районти мӗнпур ял тӑрӑхӗ хӑйӗн гербне тата ялавне хатӗрлесшӗн. Хальлӗхе Пӑрачкав ял тӑрӑхӗн ҫеҫ пур вӗсем.
Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев Республика кунӗ тӗлне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене гербпа ялав хатӗрлеме хушнӑ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Иртнӗ эрнере пуҫлӑхсем геральдика ӳнерҫипе Вадим Шипуновпа тӗл пулнӑ, ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Гербпа ялав ял тӑрӑхӗн историне кӑтартӗҫ. Аса илтерер: ҫитес ҫул Республика кунӗ Шупашкарта тата Пӑрачкав районӗнче иртӗ.