Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Хусан чӑвашӗсен ҫӗнӗ ертӳҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.03.2011 09:05 | 1975 хут пӑхнӑ
Хусан хули
Хусан хули

Пушӑн 15-мӗшӗ Хусан чӑвашӗсемшӗн паллӑ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Ҫак кун Тутарстана ЧР Президенчӗ М.Игнатьев ӗҫлӗ визитпа килсен Хусанти федераллӑ университетра ЧНКА хастарӗсемпе те тӗл пулма май тупрӗ. Ҫак историлле пулӑм Хусанти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦӑн отчетпа суйлав конференцийӗпе те тӳр килчӗ.

Конференцие 36 делегатпа 9 хӑна хутшӑнчӗҫ. Хусан чӑвашӗсене юлашки виҫӗ ҫулхи ӗҫне ЧОКЦӑн председателӗ С.Чаркина пӗтӗмлетсе анлӑ доклад турӗ. Ҫак вӑхӑтра пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ чи курӑмлӑ ӗҫсене аса илчӗ вӑл. Хусан — республикӑн тӗп хули пулнӑ май, тӗрлӗ регионти йӑхташсем нумайӑн килеҫҫӗ, вӗсене пурне те чӑваш центрӗ тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ-мӗн. Пултаруллӑ чӑваш ачисен ҫуллахи канӑвне йӗркелессипе те хастар ӗҫленӗ вӗсем, тӗслӗхрен, республикӑри 20 ача (10-шӗ шӑпах Хусантан) виҫӗ ҫул «Заречье» (Хусан) лагерьте республикӑри ытти наци ачисемпе пӗрле каннӑ. 2010 ҫулта пултаруллӑ 10 ачана Анапӑна канма яма та майсем тупнӑ. Калас пулать, чӑваш ачисем унта та ытти наци ачисен хушшинче пултарулӑхпа палӑрнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, халӑхӑн культури тумран та курӑнать. Ку енӗпе Хусан чӑвашӗсен ӳпкелешмелли ҫук, хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли пурӗ 4 коллекци наци тумӗ пур. Вӗсенчен юлашкине, Хусанта пурӑнакан халӑхсен чӗлхине сыхласа хӑварассин, аталантарассин Программипе килӗшӳллӗн, нумай пулмасть кӑна Хусан мэрийӗ пулӑшнипе ҫӗлеттернӗ.

С.Чаркина ҫаплах пултаруллӑ чӑвашсем ҫинчен те асӑнмасӑр хӑвармарӗ: юлашки ҫулсенче Авиа тӑвакансен районӗнчи ЗАГСра В.Петрова кӑмӑл пуррисене чӑвашла ҫырӑнтарассине йӗркеленине, пултаруллӑ ачасем тӗрлӗ предметпа иртекен хула, район олимпиадисенче паллӑ вырӑнсем йышӑннине, «Мисс Татарстан», «Мини Мисс Татарстан» ӑмӑртусенче тӑтӑшах чӑваш хӗрӗсем хутшӑннине, ҫамрӑк дизайнер И.Трифонова Ӗпхӳ хулинче иртнӗ «Ҫулталӑк модельерӗ» конкурсра палӑрнине, Чаркинсен, Елисеевсен ҫемйи Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакӑ ялӗнче Н.П.Бултыкова асӑнса йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртӑва йӑлана кӗртнине палӑртрӗ. ЧОКЦ канашӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ пултаруллӑ хастарӗсене, спонсорӗсене Тав ҫырӑвӗсем парса хавхалантарчӗ.

ЧНКАн, Хусан хулинчи Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦӑн ӗҫӗсене ТР Халӑхсен ассамблейин Ӗҫтӑвкомӗн председателӗ Н.Владимировпа Хусан хулин Ӗҫтӑвкомӗн чӗлхесене аталантарассин тата обществӑлла организацисемпе пӗрле ӗҫлекен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ И.Арсланов, «Сувар» хаҫат редакторӗ К.Малышев пысӑка хурса хакларӗҫ.

Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦӑн юлашки ҫулсенчи ӗҫне япӑх мар тесе йышӑнчӗҫ пулин те унӑн председательне урӑх ҫынна суйлама шутларӗҫ. Ҫакна пӗрлӗх малашне те тухӑҫлӑ, пултаруллӑ ӗҫлемешкӗн ҫӗнӗ вӑй кирлипе сӑлтавларӗҫ. Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦӑн председательне, Хусанти ХПТУ (ХАИ) инновацилле аталану енӗпе проректорне Н. Абрукова суйларӗҫ. Ҫитес вӑхӑтрах ЧОКЦӑн канашне йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ.

#Хусан, #Тутарстан

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3676.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем