Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракансем Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче кӗтес тупаҫҫӗ. Фонда Чӑваш Енре 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерсем хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсене, хваттер илме черетре тӑракансене, ҫурт-йӗр илме ҫӑмӑллӑх пуррисене, ҫамрӑк ҫемьесене, ҫамрӑк специалистсене лекеҫҫӗ, инкеклӗ лару-тӑрӑва пула шар курнисене те фонд кӗтеспе тивӗҫтерет.
2013 ҫулхи раштавра хваттерте пурӑнакансене хӑйсем патшалӑхран тара илсе пурӑнакан ҫав кӗтесе туянма ирӗк паракан саккун йышӑннӑ. Анчах малтан унта ҫулталӑк пурӑнмалла. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, татӑлса пӗтме 10 ҫул параҫҫӗ. 2008 ҫулхи раштавран пуҫласа 2014 ҫулхи раштавччен республикӑра 1986 хваттер (106,2 пин тӑваткал метр) тунӑ. Кӑҫалхи раштавӑн 2-мӗшӗ тӗлне 30 пине яхӑн тӑваткал метрне туяннӑ. Ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене те ҫак фондри хваттере валеҫеҫҫӗ.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерте найм мелӗпе пурӑннӑшӑн 1 тӑваткал метр лаптӑкшӑн кӑҫал шупашкарсем 55,20 тенкӗ тӳлесе тӑнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 54,24 тенкӗ, Ҫӗмӗрлере – 41,59 тенкӗ, Ҫӗрпӳ рйаонӗнчи Опытный поселокра – 38,84 тенкӗ.