Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пӳрт ҫумӗнчи тата кварталсенчи территорисене япӑх тытса тӑракансене хытах ӳпкелесе калаҫнӑ. Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Шупашкарти ҫав районсен пуҫлӑхӗсем ӗҫсӗр юлма та пултараҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ республика тӗп хулинчи Ленин, Калинин тата Мускав район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене хытах хурланӑ. Вӗсене вӑл структура подразделенийӗсемпе ирттернӗ канашлура сӑмах лектернӗ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗччен хулара 307 хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Хӗлле урамсене епле тытса тӑнине пахалани территорисенчен ҫурринчен ытларахӑшӗнче юртан вӑхӑтра тасатманнине палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, подряд организацийӗсем хӑйсем ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫласа ҫитереймеҫҫӗ.
Алексей Ладыков районсен пуҫлӑхӗсене управляющи компанисен ертӳҫисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине вӑйлатмалли пирки темиҫе хут та асӑрхаттарнӑ. Анчах, вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакна лешсем хӑлхана хытах чикмен.