Чӑваш Енре сӗт ытларах тирпейлеме тытӑнасшӑн. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов нумаях пулмасть иртнӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ. Сӗт тата сӗтрен туса илекен апат-ҫимӗҫне сӳтсе явнӑ канашлӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӳ аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ертсе пынӑ.
Тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем те хутшӑннӑ канашлура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енре апат-ҫимӗҫ 0,2 процент, ҫав шутра сӗт тата унран туса илнӗ апат-ҫимӗҫ 2,8–2,2% хакланнине асӑнса хӑварнӑ. Чӑвашстат юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, пастеризациленӗ 2,5–3,2% сӗт хакӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарсан 13-мӗш вырӑн йышӑннине ӗнентернӗ. Пирӗн тӑрӑхра ҫавӑн пек сӗт вӑтамран 53 тенкӗ те 66 пус тӑнӑ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче, сӑмахран, пӗр литрӗ — 40 тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ял хуҫалӑх таварне туса илекенсемшӗн ку меллӗ хак теме пулать.