Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш прозин пысӑк ӑсти

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.03.2011 21:03 | 2117 хут пӑхнӑ

Шӑп та лӑп ҫак ятпа пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗшпе 31-мӗш кунӗсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ятарлӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртмелле. Ӑна Юрий Скворцов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа хатӗрлеҫҫӗ.

Конференцие Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви, вӗренӳпе ҫамрӑксене политикин министерстви, ҫаван пекех гуманитари тата вӗренӳ институчӗсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ тата Чӑваш Республикин профессионал писательсен пӗрлӗхӗ йӗркелет. Нумаййӑн хутшӑннӑран конференци те сумлӑ иртессе шанӑҫ пур — икӗ кун хушшинче чылай ыйтӑва сӳтсе явӗҫ пулӗ-ха.

Конференцин пӗрремӗш кунӗн йӗркине кӗртнӗ: кӗнеке хӑтлавӗ, курав уҫни, «Юрий Скворцов тата чӑваш ӳнерӗ» ҫавра сӗтел. Иккӗмӗш кунӗнче чи малтан пӗрлехи лару пулмалла, кайран, тӑхтав хыҫҫӑн — секцисен ӗҫӗ, ун хыҫҫӑн — пӗрлехи ларӑвӑн иккӗмӗш пайӗ пулмалла. Пушӑн 31-мӗш кунӗнче, 17 сехетре конференци хӑйӗн ӗҫне вӗҫлемелле.

Секцисем ҫак темӑсемпе ӗҫлӗҫ: «Юрий Скворцов пултарулӑхӗ тата чӑваш литературин малашлӑхӗ», «Юрий Скворцов пултарулӑхне шкулта вӗрентесси», «Юрий Скворцовӑн илемлӗ тенчи» (вӑл ЧПУн ЧФК факультетӗнче иртӗ).

 

Институт адресӗ: Шупашкар хули, Мускав пр., 29 ҫ. I корп., «Студентсен хули» чарӑнӑвӗ. Институт сайчӗ: http://chgign.ru

1, 15, 18, 22, 23, 26 автобуссемпе, 3, 4, 12, 21 троллейбуссемпе ҫитме пулать.

#конференцисем, #ЧПГӐИ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем