Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Медиафестивальте ЧПУна ҫитекен тупӑнман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 12.12.2016 08:44 | 1585 хут пӑхнӑ
Республикӑра
ЧПУри ҫӗнтерӳҫӗсем
ЧПУри ҫӗнтерӳҫӗсем

Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа республикӑри медиафестиваль-конкурс ирттернӗ. Унта вӗренӳ учрежденийӗсем кӑларса тӑракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тупӑшнӑ. Медиафестивале пӗтӗмлетнӗ те И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ маттурри палӑрнӑ.

«Лучший видеоматериал» (чӑв. Чи лайӑх видеоматериал) номинацире ЧПУн журналистика уйрӑмӗн студенчӗсем мӗнпур вырӑна йышӑннӑ. Пӗрремӗшне виҫҫӗмӗш курс студентки Ольга Василик тухнӑ. II степеньлӗ диплом хуҫи те виҫҫӗмӗш курс студенткиех — Кристина Емельянова. III степеньлӗ диплома иккӗмӗш курсра вӗренекен Рифат Фаткуллин тивӗҫнӗ.

«Ульяновец» хаҫат корреспонденчӗ Надежда Артамонова харӑсах икӗ номинацире: «Лучшее освещение деятельности студенческого трудового движения республики» (чӑв. Студентсен республикӑри ӗҫ юхӑмне чи лайӑх ҫутатни) тата «Лучший материал печатного или интернет-СМИ» (чӑв. Пичет е Интернет-МИХри чи лайӑх материал) — мала тухнӑ. «Ульяновец» редакторӗ Олеся Герасимова студентсен юхӑмне ҫутатассипе тата «Лучшее студенческое СМИ» (чӑв. Студентсен чи лайӑх МИХӗ) номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Ульяновецӑн» тепӗр ӗҫченӗ Олеся Кувайская пичетри тата Интернет-МИХри материалпа виҫҫӗмӗшне тухнӑ. ЧПУн сайтне те пысӑка хурса хакланӑ май вӗренӳ учрежденийӗсенчен вӑл чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.

#Ҫамрӑксем, #ЧПУ, #Шупашкар, #студентсем, #конкурссем, #МИХсем, #Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем