Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хулара: Пӗчӗк шалуллисене хула администрацине ӗҫе йыхравланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 13.12.2016 07:38 | 1192 хут пӑхнӑ
Хулара
Пӗчӗк шалуллисене Алексей Ладыков шеллет
Пӗчӗк шалуллисене Алексей Ладыков шеллет

Шалу пӗчӗккишӗн пӑшӑрханакан Шупашкар ҫыннисене хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ хӑйӗн патне ӗҫе илнӗ. Сити-менеджер каланӑ тӑрӑх, 20, 30, 40 пин тенкӗ шалу тӳлекен вырӑнсем те пур-мӗн, анчах ҫав вакансисенчен пӗрин валли специалиста ҫын ҫур ҫул тупайманнине пӗлтернӗ. «Пирӗн пата ӗҫлеме килӗр», — тенӗ Алексей Ладыков.

Аса илтерер, хулара пурӑнакансемпе Алексей Ладыков сити-менеджер раштавӑн 8-мӗшӗнче Агрегат савучӗн Культура ҫуртӗнче, «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май курнӑҫнӑччӗ. Хула администрацийӗ пуҫлӑхӗпе тӗл пуласшӑннисем лӑк тулли пуҫтарӑннӑ, холлта полици хурал тӑнӑ.

Вӑтам шалу 28 пине яхӑн тесен халӑх шавласа кайнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Курнӑҫӑва хутшӑннӑ REGNUM информаци агентствин корреспонденчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, сити-менеджер халӑхӑн самай пайӗ 20 пинтен сахалтарах илнипе килӗшнӗ. Ахаль хыснаҫӑсем хушшинче 20-шер, 30-шар пин илекенсем те, 13 пин тенкӗллисем те пуррине вӑл тунман. «Пӗчӗк шалуллисене, 7 пин тенкӗ илекенсене, хӗрхенетӗп. Ҫавӑнпа та кам пуласси пирки шкултанах, университетранах шухӑшламалла», — тесе хунӑ Алексей Ладыков. Кунпа халӑх килӗшесшӗн пулман, залрисен шучӗпе пур професси те, пур ҫын та кирлӗ. Аптӑранипе-ши, сити-менеджер: «Манӑн, сӑмахран, хула администрацийӗнче 20, 30, 40 пин тенкӗ илекен темиҫе ваканси пур. Вӗсенчен пӗрин валли ҫур ҫул ӗнтӗ ҫын шыратӑп. Пирӗн пата ӗҫлеме килӗр», — тесе хушса хунӑ.

#тӳре-шара, #ӗҫ укҫи, #Шупашкар, #ӗҫ вырӑнӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем