Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Трак Енрисем ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 23.12.2016 10:12 | 1640 хут пӑхнӑ
Культура
Правлени ларӑвӗнче
Правлени ларӑвӗнче

Трак енре нумай пулмасть районти Н.Янкас ячӗллӗ культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулнӑ. Чи малтанах ларура правлени кӑҫал ирттернӗ ӗҫ-хӗл тата ҫитес ҫулхи тӗллевсем ҫинчен унӑн председателӗ И.Прокопьев паллаштарнӑ. «Ырри нумай пирӗн ӗҫре, вӗсене пӗрлехи вӑйпа тунӑ, 2017 ҫулта татах та пысӑкрах ӗҫсем кӗтеҫҫӗ», — пӗтӗмлетӳ тунӑ Иван Афанасьевич. Член укҫи пухасси мӗнле пыни пирки правлени председа­телӗн ҫумӗ В. Михайлов чарӑнса тӑнӑ. «Вӑл пурӗ 7700 тенкӗ пуҫтарӑннӑ, 5153 тенкипе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесе ирттерме тата юбилярсем валли парнесем туянма усӑ курнӑ», — терӗ Вита­лий Михайлович. Сӑмахне вӑл район энциклопедийӗ ҫине те куҫарнӑ. Унӑн редакторӗ пулнӑ май, кун пирки Виталий Михайлович район депутачӗсен Пухӑвӗн иртнӗ ларӑвӗнче те тухса калаҫнӑ иккен. Ӑна пичетлесе кӑларасси вӑраха кайни укҫа-тенкӗ тивӗҫменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн.

Ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусемпе ларура правле­ни пайташӗсем — Н.Ер­шов, В.Серафимов, Л.Антонов, В.Данилов, А.Алексеев тата тёп вулавӑш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н. Гри­горьева хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.

Ларура 2016 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премине паракан комисси йышне виҫӗ ҫынран (председателӗ — В. Михайлов) ҫирӗплетнӗ, районта Н. Янкас вулавӗсене ирттерме, поэзи енӗпе 2017 ҫула Борис Романов ентеш-сӑвӑҫ ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерме йышӑннӑ, пӑхса тухнӑ ытти ыйтусемпе те тивӗҫлӗ йышӑнусем тунӑ.

#ларусем, #культура, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #пухусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем