Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑвашра Кино музейӗ уҫасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.12.2016 12:19 | 1586 хут пӑхнӑ
Культура
Нина Яковлева «Сурӑм хӗрӗнче» тӑхӑннӑ кӗпе. Олег Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗ
Нина Яковлева «Сурӑм хӗрӗнче» тӑхӑннӑ кӗпе. Олег Цыпленков сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре Кино музейӗ уҫасшӑн. Ку шухӑша ӗнер Наци музейӗнче Кино ҫулталӑкне пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ мероприятире сӗнчӗҫ. Шухӑшне унта пуҫласа палӑртаканни Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева пулчӗ.

Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗнче (ӑна йӗркелессишӗн Чӑваш кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ нумай тӑрӑшнӑ) Гран-прие тивӗҫнӗ «Сурӑм хӗрӗ» фильмра вылянӑ. 12 ҫул каялла ӳкернӗскерӗн режиссерӗ — Владимир Карсаков. Фильмра хӗрарӑмӑн эпизодла рольне ӑста калӑпланӑ Надежда Кириллова калашле, Владимир Карсаков ун чухне продюсерӗ те, операторӗ те, костюмерӗ те хӑех пулнӑ. Чӑваш кӗпине те вӑл хӑех шыраса тупнӑ, туяннӑ. Ҫавсенчен пӗрне фильмра выляна Нина Яковлевана асӑнмалӑх парнеленӗ.

«Фуфайка пек хулӑн», — саркаласах кӑтартрӗ ӗнер Нина Яковлева ҫав пир кӗпене. Ӑна вӑл: «Тен, Кино музейӗ те пулӗ», — тесе Владимир Карсакова тыттарчӗ. Надежда Кириллова вара хӑйӗн ҫамрӑклах вилнӗ мӑшӑрӗн Кирилл Кирилловӑн «Чун кирлӗ, чун» театр критикин кӗнекине музей валли тыттарчӗ.

Музей шухӑшне пурте ырласа йышӑнчӗҫ. Чӑваш Республикин Патшалӑхӑн электрон тата кинодокументаци архивӗн пай пуҫлӑхӗ Артур Галкин музея хӑйсен учрежденийӗнче йӗркелеме май пуррине палӑртрӗ.

#культура, #музейсем, #ӳнер, #архивсем, #Чӑвашкино, #кинофестивальсем, #Кино ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем