Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче ӗнертенпе лифта ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ваннишӗн, ҫутӑ ҫуккишӗн мар. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви сӗннипе унта «Неделя без лифта» (чӑв. Лифтсӑр эрне) пилӗк кунлӑх акци пырать.
Картлашкапа анса хӑварни сывлӑха усӑ курнине ӗнентерме ятарлӑ плакатсем ҫакса тухнӑ. Ара, чӑн та, кунсерен 15 минут картлашкапа хӑпарсан этем ӗмӗрӗ 3 ҫула тӑсӑлать иккен. Кашни 10 картлашкана ҫӗнни 1 калорие пӗтерет. Тухтӑрсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, картлашкапа куллен хӑпарса анни чупнинчен те усӑллӑрах.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пуҫарӑвне — тунтикун пуҫланнӑ акцие — тӳре-шара малтанласа тӗрлӗрен йышӑннӑ. Кӑштахран вӑл килӗшсе кайнӑ та халӗ картлашка тӑрӑх хаваспах утӑм хыҫҫӑн утӑм тӑваҫҫӗ.