Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Банкоматсем чӑвашла пӗлме пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 01.04.2011 10:26 | 2030 хут пӑхнӑ
Чӑвашла банкомат сӑнӗ
Чӑвашла банкомат сӑнӗ

Перекет банкӗн (Сбербанкӑн) Елчӗкри уйрӑмӗнче уйӑх ытла банкомат чӑвашла ӗҫлени пирки ман пӗлӗш Алексей Сарханов (пирӗн сайтра alexei ятпа паллӑ) пӗлтерчӗ — укҫа илнӗ чухне виҫӗ чӗлхе суйлама май пур: вырӑсла, акӑлчанла тата чӑвашла. Пӗрле ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем те кӑна ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулин те чӑвашла куҫарӑвӗсем курӑнаҫҫӗ.

Ку информаци тӗрӗс е тӗрӗс марри пирки Перекет банкӗн филиалне ятарласа шӑнкӑравласа пӑхрӑм. Ҫыхӑнасси хӑвӑрт пулмарӗ пулин те ҫур сехет тӑрмашнӑ хыҫҫӑн мана пресс-службӑпа ҫыхантарчӗҫ. Тӗрӗс иккен. Ирина Ивановна (манпа вырӑсла калаҫрӗ) каланӑ тӑрӑх, банкоматсене чӑвашла куҫарнине Чӑваш Республикин чӗлхесем пирки калакан саккуна шута илсе хатӗрленӗ. Хальлӗхе эксперимент пек ҫеҫ тунӑ — чӑвашла куҫарӑва халӑх епле йышӑннине тӗрӗслеҫҫӗ (хӑш-пӗр куҫарусене хӑнӑхма тивӗ). Уйӑх ытла иртнӗ вӑхӑтра (нарӑсӑн 21-мӗшӗнче пуҫланӑ) йӑнӑшсене тупса палӑртакансем чылай пулни пирки те пӗлтерчӗ Ирина Ивановна. Калаҫӑва вӗҫленӗ май вӑл чӑвашла пӗлекен банкоматсем ӑҫта вырнаҫни пирки асӑнчӗ — тӗрӗслеве пурӗ 10 банкомат хутшӑнать иккен. Елчӗкри — вӗсенчен пӗри. Ҫавӑн пекех унашкал банкоматсем Элӗкре, Канашра, Патӑрьелте, Ҫӗрпӳре (ыттисене астуса юлмарӑм) пур. Шупашкарта та пӗр банкомата чӑвашла куҫарнӑ тет — вӑл ҫӗнӗ автовокзалта вырнаҫнӑ.

#укҫа-тенкӗ, #банксем, #Елчӗк, #Елчӗк районӗ, #Элӗк, #Канаш, #Патӑрьел, #Ҫӗрпӳ, #Шупашкар

 

Комментари:

inzet // 2067.60.2448
2011.04.01 16:42
Питĕ аван япала. Малалла аталантăрччĕ çеç.
Хамăрял // 3764.8.8170
2011.04.02 10:46
Кăшт ĕненмерĕм )))
Александр // 2163.89.7553
2011.04.02 16:05
Александр
Маттурсем!!!!
2011.04.02 17:58
Аçтахар Плотников
http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/120737/ — оригиналлă сăнсене вырнаçтартăм :)

//шел те, банкомата чăвашлатассине ĕметленесси çеç юлать çав. :(
oriflame // 3950.14.8470
2011.04.04 09:41
Эпĕ вара ĕнентĕм те, савăнтăм та!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем