Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Вӗрентекенсем фестивальте урок ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.12.2016 14:35 | 2961 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсем урока кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ
Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсем урока кӑсӑклӑ ирттерме тӑрӑшнӑ

Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче А.Г.Николаев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Калайкасси шкулӗнче районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен V фестивалӗ иртнӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — А.М. Степанов вӗрентекен. Кӑҫал та фестивале сӑмах каласа Александр Марсович хӑй уҫнӑ.

Пухӑннисене Шатракассинчи тӗп шкулти О.А. Вишнева О.А. вӗрентекен ӗҫри опычӗпе паллаштарнӑ, ӑстаҫӑ урокӗ ирттернӗ. Ытти вӗрентекенсем уҫӑ уроксем тата класс тулашӗнчи ӗҫсем кӑтартнӑ. Ярапайкассинчи вӑтам шкул вӗрентекенӗ А.Г. Димитриева 6-мӗш класс ачисемпе ҫӗнӗ вӗренӳ технологийӗсене тӗпе хурса «Паллӑ ячӗсен ҫӗршывӗнче» вӑйӑ-ӑмӑрту йӗркеленӗ. Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем Н.В. Варюхина тата В.В. Сапожникова 7-мӗш, 8-мӗш классемпе «Ҫулталӑк кӗнеки» тата «Атӑл» темӑсемпе уҫӑ уроксем ирттернӗ. 6-мӗш классем Шурча шкулӗн вӗрентекенӗ Н.М. Тюрина ертсе пынипе «Паллӑ ячӗсен тӗнчинче» темӑпа пӗтӗмлетӳ урокӗнче ӗҫленӗ. Сыпайкассинчи шкул вӗрентекенӗ Н.Н. Яковлева «Туслӑх тата чӑн-чӑн тус» класс сехечӗ ирттернӗ.

Фестивальте 1-мӗш вырӑн Алевтина Димитриева (Ярапайкассинчи вӑтам шкул), 2-мӗшне Валентина Сапожникова Валентина (Мӑн Сӗнтӗр вӑтам шкул), 3-мӗшне Нина Тюрина Нина (Шурчари тӗп шкул) йышӑннӑ.

#Сыпайкасси, #Шурча, #Мӑн Сӗнтӗр, #Шатракасси, #Ярапайкасси, #Калайкасси, #Муркаш районӗ, #ачасем, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #вӗренекенсем, #шкулсем, #фестивальсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем