Ӗмӗртенех ҫуркунне сӑнарне ҫамрӑклӑхпа ҫыхантарнӑ. Юр васкаса ирӗлни, ҫанталӑк ешерни-чечекленни урлӑ яш-кӗрӗмӗн кӗрлевлӗ-шавлӑ пурнӑҫӗ, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗ сисӗнсе тӑнипе ҫыхӑннӑ-ха ӗнтӗ ку. Студентсен ҫулленех шавласа иртекен уявне — «Студентсен ҫуркуннине» — лекцире тӗлӗрсе ларакансене чӗрӗлӗх кӗртекен уяв теме те пулать-тӗр. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те пушӑн 29-мӗшӗнче «Юрӑ евӗр юрату» (Любовь как песня) программӑпа культура керменӗн сцени ҫине тухрӗҫ. Уяв программи куракана асамлӑ кӗвӗ тӗнчине илсе кӗчӗ. Ялтан хулана килнӗ пултаруллӑ ҫамрӑк — Антон (Костя Рязанов 2 курс студенчӗ) — юрӑ-кӗвӗре хӑйне шыраса тупнин историне каласа пачӗҫ студентсем. Вика ятла хӗрпе (Алиса Антонова, 2 курс), продюсерпа (Егор Алексеев, 2 курс) паллашни пулӑшать Антона. Студентсем юрӑ чуна юрату евӗрлех витернине кӑтартрӗҫ. Чӑн та, ҫепӗҫ кӗвӗпе тулнӑ ҫурхи уяв куракансен кӑмӑлне те хускатрӗ. Жюри «Автор юрри», «Дефиле» жанрсене ырласа йышӑнчӗ, Костя Рязановӑн юрӑ-кӗвӗри пултарулӑхне (Студвесна сценарине те, юрри-кӗввине те вӑлах ҫырнӑ) уйрӑмах палӑртрӗ.