Шупашкар хулинчи загс хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнче кӑна мар, Шупашкарти тӗрлӗ вырӑна ҫитсех ҫынсене пӗрлештерӗ. Ун пеккисене нумаях пулмасть пилӗк лапам палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ хушӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗ.
Пӗрлешес шухӑшлисем малашне «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) мемориал комплексӗнче, «Лакрей вӑрманӗ» культурӑпа кану паркӗнче, Хӗрлӗ лапамра, Юрӑ хирӗнче тата Шупашкарти юханшыв порчӗ умӗнчи лапамра ҫырӑнайӗҫ. Унччен загссем ҫынсене хӑйсен ӗҫ пӳлӗмӗнче кӑна йышӑннӑ. Савӑнӑҫлӑ пулӑм валли палӑртнӑ вырӑнсене хитрелетессишӗн Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленийӗ яваплӑ.
Сӑмах май, маларах Хусанкай ячӗллӗ тата «Салют» культура керменӗсене те ҫырӑнмалли вырӑнсем тесе палӑртнӑ, анчах хальхи йышӑнупа вӗсене ку списокран кӑларнӑ.